14 августа 2010 г.
Прокуратура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе организацисем, учрежденисем, общество тата политика организацийĕсем, должноçри çынсем саккунсене мĕнле пурнăçланине, çынсен прависемпе ирĕклĕхне хỹтĕлесе тата асăрхаса тăрасси, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн органĕсен ĕçне координацилесси, çынсен çырăвĕсене тишкересси тата ытти те. Кăçалхи ултă уйăх итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май çак ыйтусемпе калаçу пуçартăмăр Елчĕк районĕн прокурорĕпе - юстицин кĕçĕн советникĕпе Н.А.Муллинпа. - Районти криминаллă лару-тăру çинче чарăнса тăрсамăр, Николай Анатольевич. Йĕркене пăхăнас теменнисем йышлă-и? - Граждансене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни пур сферăнах асăрхаса тăма май парать. Кăçалхи 6 уйăхра районта саккуна пăснă 634 тĕслĕхе шута илнĕ (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 302 тĕслĕх сахалрах), çав шутран 66 ĕçне хирĕçленĕ (иртнĕ çул - 84), 351 (532) тавăçпа заявлени, 188 (245) представлени тăратнă, 120 (152) çынна дисциплина енчен явап тыттарнă. Пĕрремĕш çур çулта суда 361 тавăçпа заявлени, пурĕ 5487 пин тенкĕлĕх, тăратнă. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 543 пулнă (2610 пин тенкĕлĕх). Суд 361 тавăçа та тивĕçтернĕ. Граждансен интересĕсене хỹтĕлесе прокуратура ĕçченĕсем 353 (5487 пин тенкĕлĕх), çав шутран работниксен ĕçлев прависене хỹтĕлесе 322 (5475 пин тенкĕлĕх ) искпа заявлени тăратнă. Суд вĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те пирĕн тĕп ĕçсен шутĕнче. "Яльчикский ЦСОН" патшалăх учрежденийĕ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Курнавăш ял тăрăхĕ, "Светлана" суту-илỹ центрĕ" ООО, "Лидер" ООО, Таяпа Энтри шкулĕ асăннă саккунсене пăхăнманнине тупса палăртнă, вĕсене тивĕçлипе явап тыттарнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутне çавăн пекех ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçи тỹлес йĕркене пăснă тĕслĕхе, 14 предприятипе организаци ертỹçисем Елчĕк районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра вакантлă вырăнсем пурри пирки пĕлтерменнине кĕртмелле. Çавăн пекех, район прокуратури Елчĕк ял тăрăхĕ кил-çурт законодательствипе çыхăннă доку-ментсене çĕнетмелли тата пурнăçа кĕртмелли документсене (Юбилей урамĕ, 9-мĕш çурт) йĕрке ыйтнă пек туса çитерменрен пăрахăçлас пирки тавăç тăратнă.
- Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси яланах чи малтан пурнăçламалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Вĕсем пирки йышăннă саккунсем районта туллин пурнăçланса пыраççĕ-и?
- Юлашки вăхăтра ăнăçсăр çемьесен шучĕ ỹссе пыни кашнинех пăшăрхантарать паллах. Çакăн йышши çемьесенче çитĕнекен ачасем тимлĕхсĕр юлаççĕ. Тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парайманнисене ирĕксĕрех ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма тивет. 2010 çулхи çур çулта прокуратура ĕçченĕсем çул çитменнисен ирĕкĕсене хỹтĕлесе суда 10 тавăçпа заявлени тăратнă. Çав шутран 4-шĕ ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарассипе çыхăннă. Сăмахран, прокуратура ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн гражданла процессуаллă кодексĕн 45 статйипе килĕшỹллĕн район судне 2000 çулта çуралнă хĕрне тивĕçлипе пăхманшăн В.П.Марковăна амăшĕн правинчен хăтарма ыйтса тавăç тăратнăччĕ. Суд асăннă ĕçе пăхса тухса ыйтăва тивĕçтерчĕ. Маларах асăннă 10 ĕçрен 6-шĕ хуçалăхран ĕç укçи шыраса илессипе çыхăннă. Ленин ячĕллĕ ЯХПКран пурĕ 12 пин тенкĕлĕх ĕç укçи шыраса илме пултарнă.
- Çула çитмен ачисене алимент тỹлессинчен пăрăнакансем те йышлă-и?
- Шел пулин те, пур-ха. Раççей Федерацийĕн уголовлă процессуаллă кодексĕн 37 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă майпа айăплас ыйтăва татса пама следстви органĕсене 9 материал ярса пама тиврĕ, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 6 çын уголовлă майпа айăпланнă. Сăмах май, В.И.Светлов 2009 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен алимент тỹлемен, çавна май унăн парăмĕ 45640 тенке çитнĕ. Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд В.И.Светлова РФ УК 157 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпларĕ, обязательнăй майпа 160 сехет ĕçлеттерме палăртса йышăну кăларчĕ.
- Юлашки вăхăтра республикăра, районта коррупцие хирĕç тимлĕ ĕçленине туятпăр. Çак темăна Д.Медведев Президент Раççей шайĕнчех çĕклерĕ, "Раççей, малалла" Çырăвĕнче коррупцие хирĕç çивĕч кĕрешмеллине палăртрĕ...
- Çапла. "Взятка илни, вăрлани, ăспа тата чунпа кахалланни, ĕçкĕпе иртĕхни вара - пирĕн йăласене хур кỹрекенсем", - тесе палăртнăччĕ Президент. Çак киревсĕрлĕхсенчен хăтăлмаллах пирĕн. Коррупцие хирĕç кĕрешес саккунсене пурнăçа кĕртсе районта час-часах тĕрĕслевсем йĕркелетпĕр. Ятарлă тĕрĕслевсен вăхăтĕнче саккуна пăснă 30 тĕслĕх тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса район прокуратури 19 протест, 11 представлени тăратнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакан 11 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Должность полномочийĕсемпе киревсĕр усă курнине, çав полномочисен картинчен тухнине, тимсĕрлĕхе хирĕç уйрăмах нумай ĕçлеме тивет. Раççей Федерацийĕн уголовлă процессуаллă кодексĕн 37 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн, должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнă икĕ ертỹçĕн ĕçне следстви органĕсене çитернĕ. Патшалăх тата муниципалитет службисем çинчен калакан саккунсене пăхăнманшăн 10 представлени çырнă, 7 должноçри çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Вăрăмхăва шкулĕн директорĕ В.Н.Кириллова тĕлĕшĕпе, сăмахран, служба вăхăтĕнче суя документсемпе усă курнăшăн РФ УК 292 статйин 1 пайĕпе, РФ УК 292 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçармаллаччĕ, çапах та уголовлă преследованин вăхăчĕ тухнине тĕпе хурса РФ УПК 24 статйин 1 пайĕпе (п.3) килĕшỹллĕн асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарман. Взятка илекенсен тата сĕнекенсен тĕлĕшĕпе те саккун çирĕп. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн чарнă Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи М.М.Акишев водитель служба тивĕçне пурнăçлакан ГИБДД инспекторне Н.Ф.Байдуганова взятка сĕннĕ. РФ УК 291 статйин 2 пайĕпе, 30 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă, район сучĕ взятка сĕнекен водителе штраф тỹлеттерме йышăннă. Пĕр сăмахпа каласан, çын прависене сыхлас, преступлени çулне пỹлес тĕлĕшĕпе сахал мар ĕç пурнăçлатпăр, саккуна пăсакан тивĕçлипе явап тытма тивĕç.