Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

14 августа 2010 г.

Çурла уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче район территорийĕнче 76 çынна административлă майпа айăпланă. Çав шутран обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн - 19 çынна, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн - 4, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн - 44 (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), ытти йĕркене пăхăнманшăн 9 çынна айăпланă. Хĕненĕ Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минут тĕлĕнче Кавалта пурăнакан Т. арăмне хĕненĕ. Асăннă фактпа çыхăннă материала Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокне ярса панă. Çак кунах Елчĕкри тĕп больницăна çĕçĕпе амантса суранлатнă Елчĕкри И.-на (1961 çулта çуралнă) илсе пынă. Асăннă фактпа Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 111 статйипе килĕшỹллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче 22 сехет тĕлĕнче Аслă Шăхальти И. (1972 çулта çуралнă) килĕнче арăмне хĕненĕ. Асăннă фактпа çыхăннă материала Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокне ярса панă. Тĕрлĕрен Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕрле 12 сехет иртсен Елчĕкре пурăнакан И. (1980 çулта çуралнă) çак ялти Б. хуçалăхне саккунсăр майпа кĕнĕ. Çак ĕçпе çыхăннă материала Чăваш Республикин Прокуратури çумĕнчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи следстви уйрăмне ярса панă. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче 12 сехет те 50 минут тĕлĕнче Аслă Елчĕкри К. хуçалăхĕнче пушар тухнă. Çак фактпа çыхăннă материала Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçне ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика