Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕнче ырлăх, ĕçĕнче пултарулăх

14 августа 2010 г.

Чунĕнче ырлăх, ĕçĕнче пултарулăх

Район шайĕнче иртекен кирек мĕнле уяв та, пысăк-и вăл е пĕчĕк, Елчĕкри искусство шкулĕнчи ташă ăстисемсĕр иртмест. Юлашки çулсенче ташăçăсен ырă ячĕ района çеç мар, республикăнах сарăлчĕ. Çулсеренех тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсен çĕнтерỹçин, лауреачĕн ячĕсене çĕнсе илеççĕ С.Карамаликова педагог ертсе пыракан хореографи класне çỹрекенсем. Пытармасть педагог, хăйĕн те, ачасен те çитĕнỹччен пĕр пăт тăвар çисе яма тивет. Паллах, ашшĕ-амăшĕн тỹпи те пур ỹсĕмсем тунинче. Вĕсемсĕр май килмест хальхи вăхăтра. Пурнăç панă çыннисем хĕр пĕрчийĕсене (арçын ачасем темшĕн çỹресех каймаççĕ) костюмсем çĕлесе парса чылай тăкакланаççĕ. Çапах та ачисемшĕн сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма тивнĕшĕн ỹпкелешмеççĕ вĕсем, ара, усăсăр ирттермеççĕ вĕт пушă вăхăта. Хĕрĕсем концертсенчен тулли кăмăлпа таврăннинчен ырри мĕн пултăр тата! Шупашкартан килекен хăнасем те Елчĕк ташăçисем хуларисенчен нихăш енĕпе те кая мар пулнине уççăнах пĕлтереççĕ. Ачасем пĕчĕкренех ташă илемне туйма вĕренни питĕ паха ен пулнине пытараймăн. Ыт ахальтен мар ăсчахсем: "Ташă урлă ырри çинчен нумай калама пулать", - тенĕ. Чăнахах та, ташă - ăс-хакăла пуянлатакан, чуна тасатса çутатакан, ăшă кăмăл хывакан, вăй-хăватпа хавхалану кỹрекен илем. 1996 çултанпа Елчĕк ачисем ĕлĕкхи чăвашсем пек шуса кăна мар, тĕрлĕ халăх ташшисене ташлаççĕ. - Çынсене савăнăç кỹрессишĕн ĕçлетпĕр. Ташă киленỹ кăна мар, сывлăха та çирĕплетет, çамрăклăха тăсать. Хускану питĕ усăллă, - тет паян та хĕр чухнехи илемне çухатман Светлана Карамаликова. - Яштака кĕлеткеллĕ юласси ачасемпе ĕçленинчен килет. Мана вĕсем пек шухăшлама тивет, вĕсен тĕнчипе пурăнмалла пек пулса тухать, - тет педагог сăпайлăн. Сцена çинче хамăрăн тĕпренчĕксене те палласа илеймĕн, çулсерен пĕвĕ-сийĕ илемленсе те хỹхĕмленсе пырать вĕсен. Ташă киленỹ, илем кỹнине ăнланма пуçласанах хăйсене килĕшỹллĕ тытаççĕ пирĕшти пикесем! Мĕн пĕчĕкрен вĕт. Искусство шкулĕнчи хореографи уйрăмне пĕрремĕш класран йышăнаççĕ пулсан, хăй вăхăтĕнче ача садне çỹрекенсем патне çитме те ỹркенместчĕ Светлана Ильинична. Астăватăп-ха, епле кĕтетчĕç пĕчĕккисем ташă занятийĕсене. Арçын ачасем те хĕр ачасенчен юлмастчĕç. Пĕрремĕш хут сцена çине тухса ташланине халĕ те аса илеççĕ пĕрле пуçтарăнсан. Ачасене ташă илемне чунпа туйма хăнăхтаракан педагогпа тĕплĕнрех паллаштарасах килет вулакансене. Чунĕнче ырăлăх, ĕçĕнче пултарулăх тапса тăракан Светлана Карамаликовăна пурте пĕлмессе те пултараççĕ. Хореографи коллективĕн педагог-руководителĕ уявсемпе конкурссенче яланах сцена хыçĕнче, хăйĕн "чĕпписене" сĕнỹсем парать, тумĕсене улăштарма та пулăшать... Пĕр концертра темиçе ушкăн тĕрлĕ ташăпа савăнтараççĕ, кашнийĕнчех тумĕсене улăштараççĕ. Курăнман ĕçĕсем сахал мар педагогăн. Светлана Ильинична хоре-ограф профессине суйласа илни ăнсăртран пулса тухрĕ. Мĕн ачаран Патреккел халăх хорне çỹренĕ хĕр ача вăтам шкул пĕтерсен малалла ăçта вĕренме каясси пирки тарăн шухăша путнă. Ялти кашни вĕренекен шкул парти хушшинчех мĕнпе интересленнине курса-пĕлсе тăракан халăх хорĕн хормейстерĕ Геннадий Борисов мал ĕмĕтлĕ Светланăна культура училищине кайма сĕннĕ. Вăр-варлăхĕ çитет, пултарулăхĕ пысăк, пилĕкĕ çинçе, ташлама ухата... Культура вучахне сỹнме паман Геннадий Арсентьевич Патреккелĕнче ташлама вĕрентекен специалист пулсан ял тата кĕрлесе тăрассине чунĕпе туйнă. Ашшĕ вырăнне хурса хисеплекен вĕрентекенĕн сăмахне пил сăмахĕ вырăнне ăнланса çула тухаççĕ Светлана Скворцовăпа Ирина Крылова. Алла диплом илсен иккĕшĕ те тăван яла таврăнаççĕ. Г.Борисов тăрăшнипе Патреккелĕнче Елчĕкри искусство шкулĕн филиалне уçса хореографи класĕ йĕркелеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне ташлама вĕрентессишĕн ăшталанма пуçлать. Ара, халиччен ялта кăна мар, район центрĕнче те ку енĕпе пĕр специалист та пулман. Çанă тавăрса ĕçлеме тытăнать вĕреннĕ вăхăтра хăй суйласа илнĕ професси шутсăр килĕшнине ăнланнă çамрăк педагог. Тăрăшулăхне, маçтăрлăхне кура Светлана Ильиничнăна искусство шкулне, район центрне, чĕнсе илеççĕ. Халиччен юрласа палăрнă Елчĕксем часах концертсенче илемлĕ те хаваслă, çĕклентерекен ташăсемпе савăнтарма пуçлаççĕ. Районти культура сцени çинче иртекен уявсем пуянрах, асра юлмалла иртме пуçларĕç. Сцена çинче кăна мар, уçă çĕрте иртекен праçниксенче те С.Скворцова (хĕр чухнехи хушамачĕ) хĕрĕсем пурне те ташă асамлăхне илсе кĕреççĕ. Педагог хăйĕн воспитанникĕсене районта иртекен конкурссене те хутшăнтарма тăрăшрĕ. Малтанах искусство шкулне район центрĕнчи шкул ачисем çеç çỹренĕ пулсан, халĕ вара инçетре пурăнакан ашшĕ-амăшĕ те тĕпренчĕкĕсене хушма пĕлỹ парас тесе çывăх мар çула пăхмасăр ăста преподаватель патне илсе килет. Çĕрпỹри культура училищинчен пĕлỹ илсе таврăннăранпа сисĕнмесĕрех 14 çул иртрĕ. Çак çулсем хушшинче вуншар ачана хушма пĕлỹ парса кăларса янă. Унăн вĕренекенĕсем - Марина Ишмуратова, Полина Кучкова, Алина Сайкина паян республикăри чылай районсен сценисем çинчен анма пĕлмеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем аслă е ятарлă вăтам шкулсене вĕренме кайсан та ташăран пăрăнмаççĕ, ташă кружокне çỹреççĕ, студентсем хушшинче пĕрре мар хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Савăнать вара Светлана Ильинична. Çапла пулмасăр, вĕрентни, тар тăкни сая кайман-çке. Ташăçăсем занятисенче епле вĕреннине курсан, çăмăл маррине часах туйса илетĕн. Илем пиçĕхмесĕр пулмастех. Хореографи коллективĕн руководителĕ пĕр çул ĕçлесенех аслă пĕлỹ илес тесе ăнтăлнă. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе психолог специальноçне алла илнĕ вăл. Ун патне çỹрекен ачасем хушшинче тĕрлĕ ỹсĕмрисем, кашнийĕн хăйĕн кăмăл-сипечĕ. Психологи енĕпе аслă пĕлỹ илни вырăнлă пулчĕ те. Светлана Ильинична паян вăхăтлăха Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕн тивĕçне те пурнăçлать. Çĕнĕ çуртра çутă та илемлĕ, занятисем ирттерме меллĕ, мĕн пур услови çителĕклĕ. Иртнине аса илсен вара йăл кăна кулать харсăр педагог. Ăçта кăна вĕрентмерĕ вăл ачасене ташлама. Çапах та нăйкăшман çамрăк, тăвăр пỹлĕмре те занятисем ирт-тернĕ, вĕренекенсен пит-куçĕнче яланах ăшă кулă çиçнĕ. Çакă Светлана Ильиничнăна хавхаланса ĕçлеме хистенĕ те. Пĕрремĕш категориллĕ преподаватель коллективра сăпайлă та харсăр пулнипе, хăйĕн тивĕçне тĕплĕ те юратса пурнăçланипе палăрать. Ватти-вĕтти хисеплет ăна. Тăватă çул каялла Светлана Скворцова пурнăçри чи çывăх çынна тĕл пулса çемье çавăрать. Аслă Елчĕк каччи куç хывнă пултаруллă та чипер пикене. Николай Карамаликов учитель профессине алла илнĕ, ачасене физика вĕрентнĕ. Юрлама, гитарăпа калама кăмăлланă. Хăйĕн вĕренекенĕсем çак инструментпа калама та вĕрентнĕшĕн паян та тав тăваççĕ учительне. Пĕр-пĕриншĕнех çуралнă çемьере Богдан çитĕнет. Хальхи вăхăтра Светланăн юратнă мăшăрĕ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен пайĕнче ĕçлет. Компьютера тĕплĕ пĕлнисĕр пуçне сăн ỹкерчĕксем ỹкерме кăмăллать. Çамрăк мăшăр Аслă Елчĕк ялĕнче, Николайăн тĕп килĕнче пурăнать. Светлана хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать çемье. Килĕшỹллĕ мăшăра патшалăх та пулăшу аллине тăсрĕ. Унпа ялта ĕçлекен çамрăк специалистем икĕ хутлă çурт хăпартрĕç. - Ташă маншăн пурнăç стилĕ те, чун киленĕвĕ те. Килĕшỹллĕ хусканусенче ăшри туйăмсене те вулама пулать. Ташă урлă хĕр пĕрчисене илемлĕх тĕнчине юратма, йăх-тымарсен йăли-йĕркине хисеплеме, тавра курăма пуянлатма хăнăхтаратăп,- тет Светлана Ильинична ташă ăсти. Ырă ĕç ырăпа таврăннинчен сăвапли мĕн пултăр тата! 

Сăн ỹкерчĕкре: занятире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика