Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану вăхăчĕ - чун уççи

14 августа 2010 г.

Чăтма çук шăрăх пулнине пăхмасăр Аслă Таяпари йĕтем çинче хĕрỹ ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Роза Иванова бригадир культработниксем концертпа килессе пĕлтерсен апат вăхăтне чăтăмсăр кĕтрĕç ĕçченсем. Тар кăларса вăй хума кăна мар, хаваслă канма та пĕлмелле-çке. Культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем нумай шăрантарнă. Уйрăмах "Шанчăк" ансамблĕн юрăçисем куракансен кăмăлне кайнă. Ансамбльте учитель-пенсионерсем ытларах. Вĕсем тăван уй-хир çинчен, юрату, шанчăк тата пурнăç юррисемпе тыткăнланă. "Ой, калина, ой, малина", "Çичĕ чỹрече", "Урам айкки кăвак çеçке", "Çĕмĕрт" юрăсем йĕтем çинче ĕçлекенсен чун-чĕрине ăшăтнă. Юлашкинчен хут купăс кĕввипе пурте пĕрле ташша янă. Кăштах канса илсенех ял çыннисем çанă тавăрса ĕçе пуçăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика