07 августа 2010 г.
Чи малтанах лару-тăрăва хак памалла, вара хăвăршăн тата инкек курнă çыншăн хăрушлăх çуккине ĕненмелле. Пулăшу чĕнмелле: ăçта пулса тухнин тĕп-тĕрĕс адресне тата унăн ориентирне палăртмалла. Хăрушсăрлăх мероприятийĕсем пурнăçламалла: çăвара тата сăмсана йĕпе япалапа хупламалла, металлран тунă эрешсене (çĕрĕсене, сулăсене, вăчăрасене, хăлха çаккисене), синтетика япала тăхăннă пулсан ăна та, хывмалла. Инкек тỹсекен çынна хăрушă çĕртен илсе тухмалла. Пулăшу мелĕ çапла: инкек тỹсекене çурăмĕпе хăвăн умна çавăрмалла, унтан унăн аллине кăкăр патне илсе пымалла та икĕ алăпа хытă тытса сĕтĕрмелле. Тăнне çухатманнине, сывланине, пульсне тĕрĕслемелле. Инкек тỹсекенĕн юн юхнипе юхманнине тĕрĕслемелле. Ỹт-пĕвĕ çунман-и? Сăмсине е çăварне хăрăм тулман-и? Унпа пĕр вĕçĕм калаçмалла, ăна хăвăр çине пăхма, ал лаппинчен тытма ыйтмалла. Енчен те юн вăйлă каять пулсан ăна чарма тăрăшмалла. Суранланнă çĕртен çỹлерех пỹрнепе хытă тытса тăмалла. Унтан косынкăпа та пулин хытă çыхса хумалла. Ыратнине кăштах та пулин ирттерсе ярас тесен пиçнĕ вырăна сивĕрех япала хумалла. Инкек тỹсекенĕн пурнăçшăн хăрушă ытти сурансем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Ăна шăнма памалла мар. Васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади киличчен ăна пăхса тăмалла.