Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăра упрамалла

07 августа 2010 г.

Шăрăх çанталăка сывă çын та япăх чăтса ирттерет. Тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланакансене вара тата ытларах йывăр. Мĕн сĕнеççĕ-ха вĕсене тухтăрсем? Чăваш Республикин

Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин тĕп специалист кардиологĕ Т.Ю.Винокур:

Юн пусăмĕ хăпарнипе чирлĕ çынсен шăрăхра йывăр ĕç сахалтарах пурнăçламалла, тарăхмалла, хумханмалла мар. Шăрăхра врач çырса панă эмелсен виçине чакармалла мар е пăрахăçламалла мар. Пахчара, килти хуçалăхра пуçа пĕшкĕртсе ĕçлеме сĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен юн пусăмĕ хăвăрт хăпарса каясси те инçе мар. Ĕç режимне пăхăнăр. Кăкăр пỹлĕнсен, кăкăр хĕссен, вăй пĕтсе кайсан, пуç çаврăнма тытăнсан, ыратсан, чĕре пĕр тикĕс тапманнине туйсан çийĕнчех ĕçе пăрахăр! Тĕрĕссипе, юн пусăмĕ пысăккипе е пĕчĕккипе чирлĕ çынсен шăрăх çанталăкра вăй парса пачах ĕçлемелле мар. Тонометр хăвăрпа пĕрле пултăр. Пуç ыратма тытăнни пур чухне те гипертони кризисĕпе çыхăнман. Çавăнпа юн пусăмне виçсе пăхмасăр эмел ĕçме ан васкăр. Пуç стреса пула, ĕшенсе кайнипе те ыратать. Эмел виçесĕр ĕçни ăнран яма пултарать. Чĕре чирĕпе чирлисем шăрăха уйрăмах йывăр чăтса ирттереççĕ. Шăрăхра стенокардипе аптăраса ỹкеççĕ. Вĕсен çулла медицина учрежденийĕнче профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Чĕрепе чирлисен ытлашши апат çиме, кофе ĕçме юрамасть. Уйрăмах шăрăх тăракан сехетсенче (11-16) урама тухма та кирлĕ мар, тухма тивсен те сулхăн вырăн шырамалла. Çутă тĕслĕ, çăмăл кĕпе-тумтир тăхăнăр. Шăрăхра аш-какай, выльăх-чĕрлĕх çăвĕ çиме кирлĕ мар, ытларах ỹсен-тăран, сĕт продукчĕсем, çăмăл апат, вĕсене пĕчĕккĕн çийĕр. Шăрăхран сивĕ шыва кĕни çăлăнăç мар. Вăл юн тымарĕсене пĕрĕнтерет. Ăшăрах шывпа çăвăнни ỹт-пỹри çăва тасатать, ỹт тирне сывлама пулăшать.

Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин тĕп пульмонологĕ А.В.Головин:

Ỹт-пỹ ытлашши хĕрсе каясран сыхланмалла, апат-çимĕçе, шыва виçеллĕ çимелле, ĕçмелле. Сывлав органĕсен чи-рĕсемпе чирлекенсен, ватă çынсен, ачасен хĕвел пи-тĕнче сахалрах пулмалла, йывăр ĕçсене чакармалла. Пỹлĕме час-часах нỹрлĕ майпа тасатмалла. Шăна-пăван кĕресрен форточка çине çакнă сеткăна тăтăшах нỹрлентерсе тăмалла е йĕпетнĕ марля çакмалла. Туртма пăрахмалла. Сывлăх хавшасан - ỹслĕк вăйлансан, сывлăш пỹлĕнсен, сасă хăйăлтатса тухсан - препаратсен дозине ỹстермелле, вăл та пулăшмасан врач патне каймалла.

Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин ачасемпе çамрăксен гигиенин тĕп специалисчĕ Н.Жамлиханов:

Юлашки вăхăтра тавралăха тĕтĕм хупăрласа илчĕ. Çак инкекрен мĕнле сыхланмалла? Чỹречесене яланах тачă хупă тытмалла. Пỹлĕмри сывлăш температури пысăк пулнине кура кантăка хуплама шывпа йĕпетнĕ чỹрече каррисемпе усă курмалла. Çавăн пекех пỹлĕмре шыв тултарнă савăтсем пулмалла, куллен пỹлĕме шывпа усă курса 2-3 хут пуçтармалла. Çĕр каçа тата ирхине форточкăсене уçмалла мар. Ачасене уçăлтарма ирхине 9 сехет хыççăн анчах çур сехетлĕхе илсе тухмалла. Тĕтĕм организма сахалрах витĕм кỹтĕр тесен, поливитаминсем йышăнмалла, шыв ытларах ĕçмелле. Унсăр пуçне душра час-часах çăвăнмалла, сăмсана, пыра шывпа чỹхемелле. Сăрапа эрехе пачах ĕçмелле мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика