Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кăвак беретсем" яланах пĕрле

07 августа 2010 г.

80 çул каялла, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав çар округĕн сывлăш çар вăйĕсен Воронеж хули çывăхĕнче ирттернĕ вĕренỹре 12 десантник тỹперен çĕр çине парашютпа аннă. Çакă чăннипех пысăк çитĕнỹ - десант тăшманăн вăйне кĕске вăхăтрах пĕтерме май пулнине кăтартнă. Çак кунран пуçласа кашни çулах хăйсен уявне паллă тăваççĕ десантниксем. "Кăвак беретсем". Кам кăна кăмăлламасть пулĕ вĕсене! Хĕрсен чунĕсем çĕкленеççĕ, ватти-вĕтти хисеплет вĕсене! Çăмăл мар пулнă "кăвак беретсен" служби. "Хĕрỹ точкăсенче", çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулнă пирĕн хастар десантниксем, хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă. Хăйсен юбилейне пухăнчĕç районти службăра пулнă "кăвак беретсем". Çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнчи, Тĕп лапамра вырнаçнă палăксем патĕнче митинг ирттерчĕç. Десантниксене юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен республикăри комитечĕн представителĕ, пирĕн ентеш Д.Павлов, афган-воинсен ветеранĕсемпе инваличĕсен канашĕн, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти комитечĕн ертỹçи П.Анисимов саламларĕç. Сывлăш десант çарĕсем хĕç-пăшаллă вăйсен кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă. Паянхи кун та районта пурăнакансем "кăвак беретсене" хисеплеççĕ, вĕсене кăмăллаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика