Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытти регионсене те яраççĕ

07 августа 2010 г.

 Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе нумай ĕç туса ирттерет. Çавна май вăл республика тулашĕнчи предприятисемпе тăтăш тачă çыхăну тытать. Вĕсенче вăхăтлăх ĕçлеме çынсем çитменни час-часах пулать. Республика тулашĕнчен ял хуçалăх предприятийĕсенче, стройкăсенче ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлтереççĕ. Мускав облаçĕнчи ял хуçалăх предприяти-йĕсене механизаторсем, тĕрлĕ ĕç тăвакан рабочисем (арçынсем, хĕрарăмсем), Воронеж облаçне пахча çимĕç культурисем, пан улми пухса кĕртме çынсем кирлĕ. Мускав облаçĕнчи Егорьевск хулинчи кăлпассипе гастрономи фабрикинче тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшакансене хăтлă общежитие пурăнма вырнаçтараççĕ, кунта вĕсене йỹнĕ апатпа тивĕçтереççĕ. Волгоград облаçĕнчи фермер хуçалăхĕсенче тĕрлĕ ĕç тăвакансем çитмеççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче ĕçлеме ĕç килĕшĕвне 3 уйăхран пуçласа малалла çирĕплетеççĕ. Уйăхри шалу - 15 пин тенкĕ, унтан та ытларах пулма пултарать. Чулхулари "Бизнес-строй" ОООна строительство объекчĕсенче вахта мелĕпе ĕçлеме тĕрлĕ ĕç тăвакансем (арçынсем) кирлĕ. Пĕр сехет ĕçленĕшĕн 40 тенкĕ тỹлеççĕ. Апатшăн, пурăннăшăн тата çул укçине организаци саплаштарать. Республика тулашне ĕçлеме каякансен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, справка илмелле, налук инспекцийĕнчен панă свидетельство (ИНН), патшалăх пенси страхлавĕн свидетельстви пулмалла. Асăннă вырăнсене ĕçлеме каяс текенсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра пырса тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ, 2-51-67 телефонпа та шăнкăравлама пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика