Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш вĕрентекенĕме

07 августа 2010 г.

Сире тав тумашкăн вырăспа чăваш чĕлхинчи чи хитре те ăшă сăмахсем çителĕксĕр пулĕç. Сире парнелес тесе тĕнчери мул-пуянлăха пуçтарсан та вĕсем сирĕн чĕрỹ ăшшипе, хăвачĕпе танлашаймĕç, хăйсен хакĕсене çухатĕç. Çак йĕркесене çырнă чухне куç умне çакăн пек ỹкерчĕк тухса тăчĕ. Пĕрремĕш класс. Урок. Эсир партăсем хушшипе майĕпен утса пыратăр. Пĕрин патне пырса парта хушшинче тĕрĕс ларма вĕрентетĕр. Тепĕр ача патне чарăнса перо çине çакланнă таса мара тасатса паратăр. Ман патне пырса шакла пуçран шăлатăр. - Лайăх çыратăн, анчах авторучкăна тĕрĕс мар тытнă эсĕ, Санькка, аллу час ывăнĕ, - тесе ман алла тытса сас паллине йĕр тăрăх çыртаратăр. Эсир ун чухне мана йĕр тăрăх çырса пыма çеç вĕрентмен - малашнехи пурнăç йĕрне кăтартнă! Эсир пире: "Çынна усал ан тăвăр, пĕр-пĕрне пулăшăр", -тесе вĕрентнине асра тытса эпир пурнăç çулĕпе утнă. Çĕр çинче пурăнакансенчен никам та Иисус Христос пек пулма пултараймĕ. Нихăçан та. Никам та. Анчах çынлăхран тухса кайма пире эсир вĕрентсе калани тытса, чарса тăнă. Ун пирки эпĕ иккĕленместĕп. Пĕрле вĕреннĕ арçын ачасем, хĕр ачасем халь пурте тенĕ пек атте-анне, кукаçи-кукамай, асатте-асанне пулнă. Енчен те май пулсан, пурне те пĕр класа пуçтарса лартсан, эсир доска умне тăрса вĕрентсе сăмах калама пуçласан никам та хирĕç пĕр сăмах чĕнмĕ. Шăна-лĕпĕш вĕçни илтĕнĕ. Пурнăçра тунă йăнăшсене аса илсе пуçа усса ларăпăр. Хисеплĕ Мария Федоровна! Каçарăр пире, тен, кỹрентернĕ, хурлантарнă та пуль. Эпир Сире ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Эсир çĕр çул тултарнине кĕтсе илесчĕ. Сирĕн умăрта пуç таятпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика