Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Удостоверенине илме "манаççĕ"

07 августа 2010 г.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республика, район территорийĕнче "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх пырать. Районти ятарлă комисси тракторсемпе прицепсемпе, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техникăпа мĕнле усă курнине тĕрĕслет. Халĕ хĕрỹ тапхăр - уй-хирте çитĕннĕ культурăсене пухса илеççĕ. Çак вăхăтра тĕрлĕ техника ĕçе явăçать. Тĕрĕслевĕн пĕрремĕш кунĕсенчен çитменлĕхсем чылай палăрчĕç. "Нива" ОООн уй-хирĕнче 2 комбайн ĕçлет. Кỹршĕсем - Комсомольски районĕнчен те пулăшма килнĕ. Анчах В.Семенов "Енисей - 1200" комбайнне патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма "вăхăт тупайман". Çанталăк шăрăх та типĕ тăнă вăхăтра та комбайн çинче пушара хирĕç кĕрешмелли ха-тĕрсем çителĕксĕр - пĕр огнетушитель анчах. А.Фомин комбайнер вара огнетушитель те, шыв тултарнă савăт та илме "маннă". Ĕçе тухнă чухне механизаторăн хăйĕнпе пĕрле яланах документсем пулмалла. Шел, çак йĕркене те пăхăнман тĕслĕхсем пур. Вырăскасси ялĕнчи Д.Смирнов "СК-5" комбайнпа тăрăшать. Унăн техникăпа çỹреме ирĕк паракан документ çумĕнче пачах та çук. "Яманчурино" ОООри В.Немцев механизатор та кивĕ йышши удостоверенине улăштарма май тупайман. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Шел, кунта та патшалăх енчен регистрацилемен техникăна ĕçе явăçтарнă. Çавăн пекех патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен талонсене те илмен. Механизаторсен çумĕнче удостоверени, путевка çук. Паллах, айăплисем явап тытаççех. Техника яланах юсавлă пулмалла - çакă кашни механизаторшăн паллă. Анчах Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи Н.Жуков çак йĕркене манса кайнă. Унăн тракторĕн двигателĕнчен топливо, çу юхать. Çавăн пекех ытти агрегатсем те тивĕçлĕ шайра мар. "Трактор" операци-уйăхлăх малалла пырать. Техника çинчи кăлтăксене пĕтересси, юсавлă машинăсемпе çеç ĕçе тухасси çинчен ертỹçĕсем, специалистсем, механизаторсем шухăшласа пăхмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика