Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенĕн ĕç пулать

07 августа 2010 г.

Ĕçлекенĕн ĕç пулать Вырсарни кун пĕтĕм çĕр-шывра Строитель кунне паллă тăваççĕ. Çавна май районти строительсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район администрацийĕн строительство, çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникĕпе Илья Васильевич Кузнецовпа курса калаçрăмăр. - Илья Васильевич, пĕтĕм çĕр-шыври пекех, районти строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ чакни паллă. Çапах та районти строительство ĕçĕсем чарăнса ларман ĕнтĕ? - Çĕр-шыври финанс кризисĕ пирĕн районтан та пăрăнса иртмерĕ. Патшалăхăн укçи-тенкипе, предприятисемпе организацисен, уйрăм çынсен вăйĕпе тĕрлĕ объектсем, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕç калăпăшĕ ытти çĕрти пекех чакрĕ. Апла пулин те, районта строительство ĕçĕсем чарăнса ларман. Район администрацийĕ патшалăх уйăракан, муниципалитет укçи-тенкипе строительствăпа монтаж, юсав ĕçĕсене кашни çулах туса пырать. Паллах, вĕсен калăпăшĕ ĕлĕкхи пек пысăк мар. Вунă çул каялла унчченхи "Сказка" ача садне ачасемпе çамрăксен спорт шкулне панăччĕ. Вăл унта ăнăçлă ĕçлерĕ. Андреев урамĕнчи спортзала туса лартсан унта ДЮСШна куçарма пĕтĕм услови çителĕклĕ пулчĕ. Ун вырăнне, ĕлĕкхи пекех, ача сачĕ йышăнĕ. Хальхи вăхăтра çуртра юсав, хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. "Мера" ОООн рабочийĕсем çурта тĕпрен çĕнетес, ачасене хăтлăхпа йышăнас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Вăл çурта палăртнă вăхăтра шкул çулне çитменнисене йышăнма хатĕрлесе çитерессе шанма пулать. Çакăн валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Мир урамĕнчи çуртра иккĕмĕш подъезда хăпартас енĕпе "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО тимлет. Унта 16 хваттер пулать. Пирĕн подрядчиксен ĕçе хăвăртлатма хистемелли сăлтавсем пур. Хĕл пуçланиччен хваттер уççисене, пĕтĕм ĕçе вĕçлесен, хуçисене парасшăн. Мĕншĕн тесен çак çуртри хваттерсен пысăк пайне Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем кĕтеççĕ. Сăмах май каласан, саккунпа килĕшỹллĕн хваттерсем илме ирĕк пур ытти ветерансем те сертификатсем илсе хваттерлĕ пулма пултараççĕ. Паянхи кун уйрăм предпринимательсем, ялта пурăнакансем те пурнăç çăмăл мар пулсан та çурт-йĕр хăпартаççĕ, юсаççĕ, çĕнетеççĕ. Çак пулăма районти кашни ялтах курма пулать. - Кăçал çул-йĕр тăвас, юсас ĕçсен калăпăшĕ те ытти çулсенчен пĕчĕкрех пулĕ? - Тĕрĕсех. Çак ĕçсен калăпăшĕ ытти çулсенчен пĕчĕкрех. Апла пулин те ĕç чарăнса ларман. Район пуçлăхĕ Н.Миллин тăрăшнипе республика бюджетĕнчен çакăн валли района укçа-тенкĕ куçарса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал Çĕнĕ Эйпеçпе Лаш Таяпа хушшинчи 500 метр çула, Аслă Таяпапа Шуршу хушшинчи 10 çухрăмлă çулăн пĕр пайне, Елчĕкпе Комсомольски хушшинчи кỹршĕллĕ район территорийĕнчи çулăн пĕр тăрăхне юсама палăртаççĕ. "Елчĕкри ДПМК" строительство организацийĕ те Елчĕкпе Аслă Елчĕк хушшинчи çул айккисене хатĕрлесе çитерет, ял урамĕсенчи çулăн икĕ енчи тротуарĕсене асфальт сарать (ун валли хăйăр сапнă, чул сарнă). Район укçи-тенкипе Елчĕк ял администрацийĕпе тĕп больницăна каякан çулăн хĕррипе çуран çỹремелли çула "Стройэнергосервис" ООО тротуар сарать. Маларах вăл çак тăрăхра шыв тухса тăрса автоçула, тротуара сиенлесрен дренаж пăрăхĕсем хыврĕ. Ял урамĕсене хытарнă çул хывассипе те ĕçлетпĕр. Сăрьел, Тĕмер, Тỹскел, Аслă Елчĕк тата ытти ялсенче тĕп урамсене хăйăр, чул сарса хытарни те лайăх. Малашне, укçа-тенкĕ пулсан вĕсене асфальт сарма та пулĕ. - Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтассине йĕркелесе ярас ĕç пырать. Ку енĕпе лару-тăру еплерех? - Кăçал пирĕн нумай хваттерлĕ 13 çурта çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçармалла. Монтаж ĕçĕсем пыраççĕ. 8 çуртра вĕсене вĕçленĕ. "Чăвашсетьгаз" ОАО, "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО ытти 5 çуртра газпа хутса ăшăтмалли монтаж ĕçĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. Çитменлĕхсем те пур. Вĕсене эпир пытармастпăр. Кăçал Элекçей Тимеш урамне 962 метр асфальт çул сармалла. Республикăри кон-курсра çак ĕçе пурнăçлама Шупашкарти "Дорсервис" ООО çĕнтернĕччĕ. Килĕшỹпе çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне асфальт сарса пĕтерме пулнăскер, хăйăр сарнинчен ĕçе малалла яраймарĕ. Ун пирки суда тавăç тăрататпăр. Шел пулин те, конкурсра çĕнтерсе килĕшỹ çырнă, анчах ĕçне пурнăçламан организацисем тĕл пулаççĕ-ха. Çĕнĕ урамсенчи çуртсене электричество кĕртме те палăртнă. Çак ĕçсене Элекçей Тимеш, Шăмалак, Кушкă, Кивĕ Эйпеç ялĕсенче пурнăçлатпăрах. Уяв ячĕпе строительсене чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика