07 августа 2010 г.
Шăрăх та типĕ çанталăкра ял хуçалăх культурисем çунса кайнине пула районта чрезвычайлă лару-тăру çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 86 процентне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Тыр-пул тухăçĕ пысăк пулмасси малтанах паллă пулчĕ. Мĕншĕн тесен ака пĕтнĕренпе те çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи ỹкмерĕ. Районĕпе тĕш тырă кашни гектартан 9 центнера яхăн анчах тухать. Çанталăк условийĕсем фермăсенчи, килти хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе çуллахи вăхăтра ура айĕнчи симĕс апатпа тивĕçтерессинче, ăна хĕл кунĕсенче тăрантарма хатĕрлессинче пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Пĕр сăмахпа, хальхи вăхăтра ял çыннин шухăшĕ пуç тỹпинченех. Çурла уйăхĕнче те çумăр çумасан лару-тăру хăрушла çи-вĕчленесси куç умĕнче. Чи малтан, ĕне выльăхсем апатсăр тăрса юлма пултараççĕ. Мĕн пур пек курăк шăрăха пула типсе, çунса кайнă. Хĕл тапхăрĕ валли те ытлăн-çитлĕн апат хатĕрлеме май пулмарĕ. Утă пĕтĕмпе 2835 тонна, çав шутран фермăсем валли 2008 тонна (кирлин 32 проценчĕ), сенаж 21633 тонна (82 процент) анчах. Улăма, фуража шутламасан пĕр условнăй выльăх пуçне 13 апат единици тивĕçет. "Прогресс", "Родник", "Комбайн", "Яманчурино", "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Урожай", "Кушкă" ял хуçалăх предприяти-йĕсенче ĕне выльăхсене çулса çитерме, силос хатĕрлеме тесе пурĕ 700 гектара яхăн куккурус акса хăварнă пулнă. Халĕ ăна çулса çитереççĕ - хирте урăх апат тăрса юлман. Куккурус акман ял хуçалăх предприятийĕсенче вара сăвакан ĕнесене симĕс апатпа тивĕçтерессинче пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. Улăмсăр пуçне куллен кашни ĕнене 4-6 килограмм фураж çитернипе анчах сăвăма пĕр шайра тытса пыма май килет. Районĕпе кашни ĕнерен сĕт сăвасси чаксах пырать. Ĕнерхи кăтарту 16 килограммпа танлашнă, вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,1 килограмм каярах. Чи пысăк сăвăм "Победа" ОООра -23 килограмм. Çакăн пек йывăр лару-тăрура та кунта сăвакан ĕнесене тулли рационпа тăрантарма май тупаççĕ - фураж кашни ĕнене 6,5 килограмм тивĕçет. Паян-ыранах вĕсене пĕр çул ỹсекен курăкран хатĕрленĕ сенажпа тăрантарма тытăнасшăн. Ĕне апатсăр сĕт антармасть. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсенчипе танлаштарсан, "Победăра" хĕл тапхăрĕ валли хатĕрлекен апат никĕсĕ чылай çирĕпрех. Сĕт сăвасси сахалланса пынине кура унăн хакĕ те куллен ỹсет. Хальхи вăхăтра Елчĕкри сыр завочĕ 1 килограмм сĕте 12,5 тен-кĕпе туянать. Каламасăрах паллă, малашне вăл тата хаклăрах пулĕ. Çавăнпах ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвакан ĕнесен хисепне епле пулсан та чакарас мар тесе тăрăшаççĕ. Ĕне выльăхсене хĕл кунĕсенче тăрантарма апат хатĕрлес ĕçре тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществи, "Рассвет" ЯХПК выльăхсем усраман "Звезда", "Клевер" ОООсенчен, "Нива" ЯХПКран, "Слава картофелю -Яльчики" агрофирмăран улăм, "Яманчурино" ООО кỹршĕллĕ Тутар Республикинчен сенажлăх курăк, акционерсен "Прогресс" обществи "Родник" ОООран тырă маларахах туянса хучĕç. Темиçе ял хуçалăх предприятийĕ Краснодар облаçĕнчен куккурус тĕшшине кỹрсе килме килĕшỹсем çирĕплетет. Куккурус тĕшши выльăхсемшĕн паха апат шутланать. Кăçалхи условире улăм та хаклă апат вырăнĕнче, çавăнпа ăна пур çĕрте те тирпейлесе рулонсене хываççĕ. Ĕне выльăхсене кĕркунне çитерме рапс акса хăварма хатĕрленеççĕ. Çĕре çумăр çуса витерсенех ăна кая юлмасăр акса хăвармалла. Типĕ, шăрăх çанталăк ĕне выльăхсенчен продукци туса илессинче тỹнтерле пысăк витĕм кỹчĕ. Çакна ăнланса сĕт туса илессин пайĕ чакнине патшалăх тĕллевлĕ укçа-тенкĕ парса саплаштарать. Анчах ун чухне чи малтан ĕне выльăхсен хисепне пĕр шайра тытнине тĕп вырăна хураççĕ. Урăхла каласан, сăвакан ĕнесен хисепне чакарнă ял хуçалăх предприятийĕсене субсиди тивĕçмест. Ял çыннин паян пĕр тĕллев - сивĕ хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма май пур таран ытларах апат хатĕрлесе хăвармалла.