04 августа 2010 г.
Çыннăн кулленхи ĕç-хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен ют çын каласа е çырса пани, тен, вырăнлах та мар. Ахальтен-и ваттисем: "Çиччĕ илтиччен пĕрре курни лайăхрах", - теççĕ. Шкулалла утнă май çул çинче Ирина Юрьевнăпа паллашрăм. Вăл та шкула хавас кăмăлпа утать, вăхăт тупса унта кĕрсе курасшăн. Утнă май иртнине аса илтĕмĕр, малашлăх çинчен сăмах пуçартăмăр. Ирина Юрьевна Афанасьева 1987 çулта Тип Тимеш ялĕнче çуралнă. 2003-2005 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ. "Акă каллех кĕр çитет. Тавралăх ылтăн тумпа витĕнет. Авăн уйăхĕнчи илĕртỹллĕ ир Елчĕкри вăтам шкул енне пур енчен те шкул ачисем хыпаланса утаççĕ. Пурте çĕкленỹллĕ, хĕпĕртỹллĕ. Халĕ вара аса илỹсем çеç. Ырă туйăмлă аса илỹсем. Юратнă вĕрентекенсем, тус-тантăшсем..." Ирина тăххăрмĕш класра Хусанти гуманитари колледжне вĕренме кĕнĕ. Тăван шкулта аттестатпа пĕрле колледж дипломне илнĕ хыççăн Хусанти социаллă-гуманитари ăслăлăх институтĕнче юристсем хатĕрлекен факультетра ăс пухнă. Унта вăл питĕ лайăх вĕреннĕ. Чăваш, вырăс, тутар халăхĕсем хушшинче туслăх çирĕп пулнине асăнать хĕр. Институтри преподавательсем те пысăк тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ студентсене тарăн пĕлỹ парассишĕн ăнтăлаççĕ. Вĕренỹ тỹлевлĕ пулсан та унта пĕлỹ илнĕшĕн ỹкĕнмест вăл. Паян тỹлевсĕр вĕренỹ ăçта-ши? Çавăнпа та Ирина Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсене пĕр вăхăтрах колледжра ăс пухма ỹркенмелле марри çинчен уççăн пĕлтерчĕ. "Институтран Хусан университетне куçас тесессĕн иккĕмĕш курсранах икĕ пин тенкĕ тỹлесе пымалла. Тăваттăмĕш курсранах диплом илнĕ хыççăн университета куçма пулать. Малтан экзамен тытмалла. Университетра тарăн пĕлỹ параççĕ, адвокатсемпе юристсем ĕçлеççĕ. Хăйсен ĕçне питĕ тĕплĕ пĕлеççĕ", - тет ĕнерхи студентка. Ирина вăтам пĕлỹ илнипе пĕр вăхăтрах Хусанти колледжра ăс пухсан, унтан 3 çул институтра тарăн пĕлỹ илсе университетра вĕренме пултарнишĕн кăмăллă. Утăм хыççăн утăм. Ирина хăйĕн пулас ĕçне юратать. Иринăна ыйту хыççăн ыйту паратăп. Вăл хуравланăçемĕн ун сăн-питĕнче кулă çиçет. Пултаруллă та хаваслă хĕр Хусанти социаллă-гуманитари колледжĕнче тĕрлĕ майпа та вĕренме пулнине пĕлтерет. Елчĕкри шкулта йĕркеленĕ колледжра вĕренсен малашлăх тата çутăрах. Колледжпа институт хушшинче çирĕп килĕшỹ пур. Унсăр пуçне ытти аслă вĕренỹ заведенийĕсем те колледж пĕлĕвĕпе хаваспах малалла вĕренме илеççĕ. Пархатарлă ĕмĕт-шухăшпа, пуласлăхпа ĕçлет Елчĕкри вăтам шкул. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасене çирĕп те тарăн пĕлỹ парасси, тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Çак шкулта ĕçлекен вĕрентекенсем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлеççĕ, чунĕсене парса тăрăшаççĕ. Вĕсем паянхи самана уттипе утса тĕрлĕ вĕрентỹ меслечĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Кăтарту тата компьютер хатĕрĕсемпе ĕçлессине тĕпе хураççĕ. Вĕрентекенсем тăрăшнипех шкул ачисем викторинăсенче, олимпиадăсенче, тĕрлĕ шайри конкурссенче çулсеренех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ирина Юрьевна тĕрĕс çул суйласа илме пултарнăшăн Елчĕк шкулне тав тăвать, ачасене аслă пĕлỹ илме сĕнет.