Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йышра хисеплĕ

31 июля 2010 г.

 Ăслă çынсем палăртнă тăрăх, çыннăн пурнăçĕ ăнасси ачаран пуçланать, ытларах çемьерен килет. Шкулăн тỹпи те пĕчĕк мар. Юлия Николаевна Рыбкина ĕмĕр тăршшĕпех ачасене пĕлỹ, воспитани пачĕ. Вăл кĕçĕн классене вĕрентрĕ. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Кушкă шкулне ĕçлеме ячĕç ăна. Малтанласа çăмăл пулмарĕ пулин те, çамрăк хĕр чун-чĕрипе суйласа илнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхрĕ. Çулсем иртнĕ май унăн педагогика ĕçĕнчи ăсталăхĕ ỹссех пычĕ. Ачасем анчах мар, ашшĕ-амăшĕ те юратрĕç, хисеплерĕç ăна. Юлия Николаевнăна халĕ пурте ырăпа анчах аса илеççĕ. Ырă та тỹрĕ кăмăллăскер, Юлия Николаевна нумай çул пĕр улшăнмасăр ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пычĕ, тỹлевсĕр ĕçре чунне парса тăрăшрĕ. Ялти клубра ал ĕç ăстисен, тутлă апат-çимĕç пĕçерекенсен кружокĕсем, никам хушмасăрах тĕрлĕрен выставкăсем йĕркелерĕ, КВНсем ирттерчĕ. Пур ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă вĕрентекен халăхпа тĕл пулса калаçма та, лекцисем вулама та хастар хутшăнчĕ. - Мĕнле ĕлкĕрнĕ пулĕ, - тет ĕç ветеранĕ иртни çинчен сăмах пуçарсан. Чăннипех, шкулти тĕп, обществăлла тивĕçсене пурнăçланипе пĕрлех килти хуçалăхра та ĕçĕ нумай пулнă-çке, ачисене те çитĕнтернĕ. Хăй вĕрентнĕ ачасем иртнĕ çул Юлия Николаевнăна тĕл пулăва йыхравларĕç. Аса илỹсен çăмхи сỹтĕлсе пынă май вĕрентекенĕн куçĕсем шывланчĕç. Мĕн тесен те çамрăк ĕмĕр ачасем хушшинче иртнĕ-çке, вăл вара нихăçан та чĕререн тухмасть. Юлия Николаевнăн мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ, çавна май ăна икĕ ачине пĕчченех çитĕнтерме тиврĕ. Ывăлĕсем тỹрĕ кăмăллă çынсем пулса çитĕнчĕç. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ. Сергей Мускавра тĕпленнĕ, вăл - инженер-строитель. Юрий те Мускаврах вахта мелĕпе ĕçлет, çемйипе тата амăшĕпе ялта пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулин те ĕç ветеранĕ алă усса лармасть, кил-çуртри ĕçсене пурнăçлать, шкул, çамрăксен пурнăçĕпе те кăсăкланма вăхăт тупать. Хальхи вăхăтра çынсен кăмăл-сипетне çирĕплетес тĕлĕшпе тимлекен обществăлла организацисем хăйсен тивĕçне кирлĕ шайра йĕркелесе пырайманни пăшăрхантарать ăна. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри эрех-сăра серепине лекни те ĕнерхи вĕрентекенĕн чунне ыраттарать. Юлия Николаевна çамрăксене спортпа туслашма, çирĕп сывлăхлă пулма сĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика