Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă столовăйра апачĕ те тутлă

31 июля 2010 г.

Хăтлă столовăйра апачĕ те тутлă "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕнче производство кăтартăвĕсене ỹстерсе пырассине анчах мар, социаллă объектсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна ял хуçалăх предприятийĕн Кавалти столовăйĕнче пулса курнă хыççăн та çирĕплетсех калама пулать. Столовăй хăтлă пулни урамранах курăнать. Ăна йĕри-тавра йывăç решеткепе тытса çаврăннă, мĕн пур çĕрте тирпейлĕ, таса. Çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă залра апатланма кăмăллă, кунта иртнĕ çул тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Апат пĕçермелли пысăк кухня та санитари ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Электричествăпа тата газпа ĕçлекен пысăк плитасем вырнаçтарни, столовăйра кирек миçе çын апатланас пулсан та, ĕçе чăрмавсăр йĕркелесе пыма май парать. Халĕ поварсем шăрăх çанталăкра та апат пĕçернĕ чухне унчченхи пек вĕри пулнипе нушаланмаççĕ. Плитасен умне йăс-пăса çийĕнчех туртса илекен хатĕрсем вырнаçтарнă. Кирлĕ, ĕçлеме меллĕ савăт-сапапа тивĕçтернĕ, вĕсем пурте çĕнĕ. Çакă поварсен ĕçне чылай ансатлатать. Людмила Лавровăпа Гульнара Варина пĕрремĕш тата иккĕмĕш блюдăсене хатĕрленипе пĕрлех кашни кун çăкăр та пĕçереççĕ. Çак тĕллевпе столовăйра ятарласа тепĕр кăмака вырнаçтарнă. Çăкăрĕ вара, чăннипех те, тутлă. - Хĕрỹ ĕç çи вăхăтĕнче ăна кашни кун 80-шар буханкăран кая пĕçерместпĕр, килти пек пиçнĕ çăкăра пурте юратса çиеççĕ,-теççĕ поварсем. Сăн ỹкерчĕкре: Гульнара Варина тата Людмила Лаврова хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. Уй-хирте тăрăшакансем вара вĕсене тутлă апат пĕçерсе çитернĕшĕн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика