Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмен - ăста

31 июля 2010 г.

Ỹркенмен - ăста Вера Гуриевна Петрова Кĕçĕн Таяпара пурăнать. Пĕрре пăхсан, вăл ялти ытти хĕрарăмсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть тейĕн. Нумай çул тăван хуçалăхра тăрăшнă: бригада ĕçĕсене хутшăннă, доярка та пулнă. Анчах унра пур çынра та пулма пултарайман пултарулăх пур. Вăл - ал ĕç ăсти. Унăн ĕçчен аллисем ниепле те ĕçсĕр тăма пултараймаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах хĕрарăм чĕнтер йĕппине алла илет. Илемлĕ çипсемпе вăл тĕрлĕ япала çыхать: кил-çурта илем кỹрекен вырăн таврашĕ, сĕтел çи виттийĕ, тĕрлĕ тум-тир...Хурçă йĕп пĕр кĕрет те пĕр тухать... Ялти библиотека заведующийĕ Светлана Агеева хистенипе Вера Петрова библиотека çумĕнче ал ăстисен кружокне те йĕркеленĕ. Çуллахи вăхăтра, чăнах, вăхăчĕ хĕсĕкрех, хĕллехи вăрăм каçсенче вара ялти хĕрарăмсем ушкăнпа пухăнса алă ĕçĕ тăваççĕ. Раиса Кудряшовăпа Антонина Савинова, Алена Измайловăпа Анна Петрова ушкăнра чи пуçаруллисем. Тавçăруллăскерсем, алă ĕçне тума та хăвăрт хăнăхрĕç. Ỹркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Вера Петрова хăй çыхнă япалисене ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Галина Зиновьевăна кăтартать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика