31 июля 2010 г.
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 2-мĕшĕччен районта "Автомототранспорт хатĕрĕсем" профилактика мероприятийĕ иртет. Асăннă мероприятие çул-йĕр патшалăх инспекцийĕнче регистрацилемен, патшалăх тĕрĕслевне палăртнă вăхăтра тăратман, çавăн пекех шыравра шутланакан, çỹреме юрăхсăра тухнипе утилизацилеме вăхăт çитнĕ автомототранспорт хатĕрĕсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕнче 3974 автомототранспорт хатĕрне шута илнĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушлăха чакарас тĕллевпе ГИБДД сотрудникĕсем техника тĕлĕшĕнчен юсавсăр мотоциклсене çул çине илсе тухнине, ГИБДД уйрăмĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе регистраци туман мотоциклсене тĕрĕслеççĕ. Автомототранспорт хуçисен çакна хăйсен те пĕлсе тăма, ăнланма кирлине палăртатпăр. Палăртнă мероприяти тапхăрĕнче вĕсен автомототранспорт хатĕрĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси, кивĕ техникăна утилизацилесси пирки вăхăта вăраха ямасăр татса памалла. Çаксем пирки сире ГИБДД уйрăмĕнче тата тĕплĕнрех ăнлантарса парĕç. Ыйтса пĕлме васкăр.