31 июля 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указне пурнăçласа районти культура учрежденийĕсем ял çыннисен канăвне çỹллĕ шайра йĕркелессишĕн ăнтăлаççĕ. Ултă уйăхра 2429 культурăпа кану мероприятийĕ йĕркеленĕ, вĕсене 110198 çын хутшăннă. Конкурссемпе фестивальсене, районти, республикăри тĕрлĕ смотрсене ял çыннисем кăмăллаççĕ. Ачасене те тĕрлĕрен уявсемпе, каçсемпе савăнтарма тăрăшатпăр. Кăçалхи мĕн пур мероприятие Вĕрентекен çулталăкне, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çитнине халалланă. Самана культура мероприятийĕсене тỹлевлĕ ирттерме те ыйтать. Çур çулта халăха 225580 тенкĕлĕх тỹлевлĕ кану каçĕсем йĕркелесе панă. Ташă каçĕсене çамрăксем йышлă çỹрени те савăнтарать. Çавăн пекех тĕрлĕ кружокпа пĕрлешỹ ĕçлет. Вĕсене 3621 çын çỹрет. Кам мĕнпе кăсăкланать - кашнийĕшĕ культура учрежденийĕсенче хăйсене кăмăла каякан мероприятисене хутшăнма пултарать.