31 июля 2010 г.
Пĕрремĕш пĕтĕм халăх çыравĕ Раççейре 1897 çулта пулнă. 2002 çулта вара çĕнĕ Раççейĕн историйĕнчи пĕрремĕш халăх çыравĕ иртнĕ. Мĕнле пĕтĕмлетỹсем тума пулнă-ха çак çырав хыççăн, мĕн панă вăл халăха? Çырав итогĕсем тăрăх çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа, граждансен уйрăм категорине, çав шутра ветерансене, инвалидсене, çар çыннисене патшалăх сертификатне парасси малалла аталаннă. Иртнĕ çырав результачĕсем демографи лару-тăрăвĕ кăткăс пулнине кăтартса панă. Çавна май кăтартусем "Амăшĕн капиталĕ" патшалăх программине йышăнас, "Вĕрентỹ, "Сывлăх" наци проекчĕсене ĕçлесе хатĕрленĕ чухнехи тĕп никĕссенчен пĕри пулса тăнă. Çырав вăхăтĕнче вĕренекенсем, учительсем шкулсенчен инçетре пурăнни палăрнă хыççăн "Ялти шкул автобусĕ" программа йышăннă. 2010 çулччен шкулсене 10 пин ытла автобуспа тивĕçтернĕ. Кĕçĕн çулхи ачасемпе шкулта вĕренекенсен шутне палăртни ача сачĕсен, шкулсен, спорт площадкисен строительствине тĕрĕс йĕркелеме пулăшнă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен çырава илес пулсан, вăл Раççее кризис тапхăрĕнчен тухма, ун хыççăнхи çулсенче тĕрĕс йышăнусем тума пулăшĕ. Çырав юлашки 10 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетме май парĕ. Халăх шучĕ пур шайри бюджета йĕркелеме те кирлĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх çĕр-шыври, уйрăм регионти, хулари е ытти муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи ĕç ресурсĕсен тулли ỹкерчĕкне кăтартса парĕ. Халăх юлашки 10 çул хушшинче мĕнле аталаннă, пуянланнă е пачах урăхла, унăн пурнăç шайĕ чакнă, культурине ỹстернĕ, аслă пĕлỹ илекенсем нумайланнă е хăйĕн аталанăвĕнче чарăнса ларнă - веçех çырав кăтартса парĕ. Урăхла каласан, халăх çыравĕ - халăхăн коллективлă портречĕ. Пĕри те тепри пулмасан ỹкерчĕк тулли пулмĕ.