Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх старт илет

31 июля 2010 г.

 Çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче районта "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх иртет. Хĕрỹ тапхăра - вырмана тĕрлĕ йышши техника хутшăнать. Çав вăхăтра ĕçре, çул çинче пулакан инкексем те йышланаççĕ. "Трактор" профилактика операци-уйăхлăхĕн тĕп тĕллевĕ - тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсен хуçисем хушшинче профилактика ĕçне пурнăçласси, ĕçе юсавлă техникăна çеç явăçтарасси. Иртнĕ çул ирттернĕ "Трактор" операци-уйăхлăхра тĕрлĕ кăлтăка тупса палăртнă. Район территорийĕнче 243 тракторпа хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсене тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 8-шĕ çул çỹремелли йĕркесен, 5-шĕ хăрушсăрлăх техникин, пĕри тăван тавралăх сыхлавĕн йĕркисене тивĕçтермен. 4 машина çинче патшалăх регистрацийĕн, 8-шĕ çинче патшалăх техника тĕрĕслевĕн докуменчĕсем пулман. 3 механизатор ĕçе тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр, 5-шĕ палăртнă категорири техникăна çỹретме ирĕк паракан паллăсăр тухнă. Ытти кăлтăксем те пур. Айăплисене явап тыттарнă. 15 тракторист-машиниста, должноçри 8 çынна пĕтĕмпе 7800 тенкĕлĕх штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика