31 июля 2010 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4919 гектар (53 процент), пурĕ 4820 тонна çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 8,9 центнерпа танлашать. "Прогресс", "Победа", "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн", "Клевер" ял хуçалăх предприяти-йĕсенче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. 1638 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кĕрхи культурăсем акма 2535 гектар çĕр хатĕрленĕ. 2823 гектар çинчи улăма пухса хушăксене хывнă.