Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăшĕ хаклăрах: çăкăр тĕпренчĕкĕ е ылтăн катăкĕ?

31 июля 2010 г.

Ял çыннин пурнăçĕ мĕнле йĕркеленесси пĕтĕмпех çут çанталăк условийĕнчен килнине кăçалхи тĕслĕх тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Халиччен пулман шăрăх агропромышленность комплексĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çу тăршшĕпех çумăр çăвасса, çавна май лару-тăру йĕркеленессе шантăмăр. Анчах ял çынни çакна кĕтсе илеймерĕ, халь кая юлтăмăр ĕнтĕ. Ỹсен-тăран культурисенчен малтан шутланă чухлĕ тухăç илейменнине уçăмлăн палăртатпăр, çавна май выльăх-чĕрлĕх отрасльне те кирлĕ пек аталантарма май килмест. Хальхи вăхăтра районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4919 гектар çинчен (53 процент) пухса кĕртнĕ. Çавăнпа хăш-пĕр пĕтĕмлетỹсене тума та пур: кăçал иртнĕ çул пĕтĕмпе туса илме пултарнă 51300 тонна тыррăн 20 процентне анчах (пурĕ 10000 тонна) пухса кĕртме май пулĕ. Ăнăçлă çулсенче кашни гектартан 41_35 центнертан кая мар тухăç илнĕ "Комбайн", "Сатурн", "Прогресс", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсен те савăнмалли сахал. Вĕсенче те тырă сахал _ çакăнпа çырлахма тивет. Çут çанталăкпа тупăшаймăн. "Победа", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче те хальхи вăхăтра вырма ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ, çавна май кăтартусене уçăмлăн палăртма пулать, вĕсенче кашни гектартан 10-11 центнер тухăç илнĕ. "Звезда", К.Маркс ячĕллĕ, "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсенчи лару-тăру тата çивĕчрех. Çăкăр пирĕн сĕтелĕмĕр çине мĕнле йывăрлăхпа килнине, çăкăр тĕпренчĕкĕ ылтăн катăкĕнчен те хаклăрах, пурнăçра вăл кирлĕрен те кирлĕ пуянлăх пулнине кăçалхи лару-тăрура тепĕр хут туйса илтĕмĕр мар-и? Иртнĕ çул пĕлнĕ пекех ял хуçалăх предприятийĕсем тырра нумай сутман, районĕпе вăл саппасра 5000 тоннăран кая мар, тесе палăртать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков. Çавна май хальхи вăхăтра йывăрлăхран тухмалли майсене палăртаççĕ _ пĕлтĕрхи пахалăхлă тыррăн пысăк пайне вăрлăхлăх уйăраççĕ. Çĕнĕ тырра вăрлăха хăвараймăн, вăл выльăхсене çитерме анчах юрăхлă. Пĕтĕмпе 1714 гектар çинче, иртнĕ çулхинчен 44 процент ытларах лаптăкра лартса хăварнă çĕр улмие вăрлăхлăх пухса кĕртесси те иккĕленỹллĕ. Выльăх апачĕ те сахал ха-тĕрленĕ, пурĕ 2835 тонна утă, çав шутран фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма ăна 2008 тонна (кирлин 32 проценчĕ чухлĕ), 21000 тонна сенаж (80 процент) хатĕрленĕ. Çапла майпа пĕр условнăй выльăх пуçне 13 апат единици анчах тивĕçет. Зоотехника нормипе килĕшỹллĕн, çăнăха шутламасăр, пĕр условнăй выльăха тăрантарма 20 апат единицинчен кая мар кирлĕ. Çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулсенче апат вырăнне те шутламан улăма пĕр пĕрчĕ сая ямасăр рулонсене хываççĕ, ăна фермăсене турттараççĕ. Епле йывăр пулсан та фермăсенче ĕне выльăхсен хисепне чакарма юраманнине ял хуçалăх предприятийĕсенче лайăх ăнланаççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика