28 июля 2010 г.
Районти вĕрентекенсем Раççейри, республикăри конкурссене кашни çулах йышлă хутшăнаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ укçапа хавхалантаракан республикăри конкурсри премие кăçал 200 педагог тивĕçнĕ. Вăл шутран пирĕн районти 11 педагог та 50-шар пин тенкĕ преми илмеллисен йышĕнче. Пултаруллă вĕрентекенсене ятран палăртмаллах. Вĕсем: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Васильева, Таяпа Энтринчи Р.Макарова (истори), Курнавăшри В.Воронова (чăваш чĕлхипе литератури), С.Кириллова (математика), Л.Пупина (вырăс чĕлхипе литература), Çĕнĕ Пăвари С.Иванова (математика), О.Викентьева (биологи, географи, информатика), Елчĕкри Е.Морозова (биологи), А.Петрова (ют чĕлхе), Кивĕ Эйпеçри Т.Сусметова (вырăс чĕлхипе литература), Чăваш Тăрăмĕнчи З.Фомкина (кĕçĕн классен учительници). Вĕрентекенсем премие Учитель кунĕнче илĕç.