28 июля 2010 г.
Тăрăм ял тăрăхĕн территорийĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ кунсенче Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем ушкăнпа тухса урамсене тирпейлерĕç. Унсăр пуçне, Çурçĕр урамри ирĕк памасăр уçнă свалкăра темиçе çултанпа пуçтарăннă тĕрлĕ ăпăр-тапăртан та хăтăлчĕç ял çыннисем. Шăрăх çанталăка пăхмасăр тăрăшрĕç вĕсем кунта, пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерчĕç-çитерчĕçех. Территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе вĕçленĕ хыççăн, ял тăрăхĕн специалисчĕсем хутшăннипе, граждансен пухăвне йĕркелесе ирттерме те май килчĕ. Пухура, тĕпрен илсен, тирпей-илем ыйтăвĕпе çыхăннă йĕркесене, санитари схемине пăхăнассине сỹтсе яврĕç. Сăн ỹкерчĕкре: Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем яла тирпей-илем кĕртеççĕ.