24 июля 2010 г.
Хальхи вăхăтра район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене "кăвак çулăмпа" ăшăтмалла тăвасси анлăн сарăлнă. Пуçăннă ĕçе хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен маларах, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Иртнĕ çулсенче тунă ĕçсене шутламасăр, кăçал 13 çуртри 214 хваттере газ кĕртмелле пулсан, хальхи вăхăтра пурĕ 100-е яхăн хваттерте çак ĕçе пурнăçланă. Комсомол урамĕнчи 6, 8, 10-мĕш, Октябрь урамĕнчи 18-мĕш çуртсенче пурăнакансем хăйсем тăрăшнипе монтаж ĕçĕсене чи малтан вĕçленĕ. Комсомол урамĕнчи 4,12-мĕш çуртсенче çак эрнере пĕтĕм ĕç вĕçленмелле. Андреев урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăнакансен ăнланулăхĕ те пысăк, çавна май кунта хальхи вăхăтра монтаж ĕçĕсене пурнăçласси кал-кал пулса пырать. Çав вăхăтрах çак урамри 4-мĕш çуртри çынсем пирки çакна калаймăн. Подрядчиксем çуртри монтаж ĕçĕсене пĕтĕмпех тивĕçтермелле пурнăçланă пулин те кунти 18 çемьерен 3-4-шĕ анчах ĕçшĕн тỹлессипе татăлнă. 3-мĕш çуртра пурăнакансем те газ кĕртме васкамаççĕ. Кайран кая юлмĕç-и вĕсем? Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăхăт нумай та тăрса юлмасть-çке. Çут çанталăк газне парса тăрассине кирлĕ шайра йĕркелесе тăрас тесен Андреев, Октябрь урамĕсенче ятарлă оборудовани вырнаçтармалла. Унти монтаж ĕçĕсене пурнăçлама Елчĕкри газ участокĕн специалисчĕсене шанаççĕ. Вĕсем паян-ыранах газпа тивĕçтерессине йĕркелесе тăракан ятарлă шкафсене вырнаçтарма тытăнаççĕ.