Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи савăнтарать, начарри хумхантарать

24 июля 2010 г.

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П.Иванов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи çур çул итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Чи малтанах докладчик промышленность предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Акă, "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" АУО 14839,0 пин тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, хальхи хаксемпе 80,9 процентпа танлашать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта кунта вăй хуракансен ĕç укçи 6363 тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал пысăкрах _ 6628 тенкĕ. "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО туса кăларакан продукци калăпăшĕ 2588,0 пин тенке ларнă. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, хальхи хаксемпе 78,1 процент. Çăкăрпа булка изделийĕсем туса кăларас енĕпе те завод пĕлтĕрхинчен япăх ĕçленĕ. Çакă шалу çине те пырса тивни лайăх курăнать. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта кунта тăрăшакансен вăтам ĕç укçи 6686 тенкĕ пулнă пулсан, кăçалхи çак тапхăрта _ 5984 тенкĕ. НПО "Промсервис" акционерсен хупă обществи 687 тонна экструзивлă крахмал туса кăларнă. Çак вăл пĕлтĕрхи тапхăртинчен чылайрах. Ыт ахальтен мар ĕç укçи те пĕлтĕрхи шайран 33,3 процент ỹссе 11742 тенке çитнĕ. "Чăвашьенкрахмал" ООО 7979,0 пин тенкĕлĕх тавар кăларнă. "Яманчỹрелĕнчи сельхозхими" АУО 11600 тонна вак чул, 6400 тонна извеç хатĕрленĕ. Çак кăтартусем савăнтараççĕ _ пĕлтĕрхинчен чылăй ỹснĕ вĕсем. Агропромышленность комплексĕ _ район экономикин тĕп секторĕ. Çавна май вăл тухăçлă ĕçленинчен пурăнакансен пурнăç шайĕ нумай килет. Районта акционерсен хупă 1 обществи, ял хуçалăх производство кооперативĕсем 13, сахал яваплă пĕрлешỹсем _ 13. Вĕсемсĕр пуçне хресчен (фермер) хуçалăхĕсем _ 63. Хуçалăхсем пĕтĕмпе 1614 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай, 16867 тонна сĕт туса илнĕ. Районĕпе пĕр ĕнерен 2766 килограмм, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 170 килограмм нумайрах, сĕт сунă. Уйрăмах "Комбайн", "Победа", "Яманчурино" хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 363 çемье 53665 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. Районĕпе ĕç укçин фончĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 10 процент ỹснĕ. Вăтам ĕç укçи 7024 тенкĕпе танлашнă. "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçласа районти хуçалăхсем 12 миллион та 350 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. Вĕсемпе выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилеççĕ, ăратлă выльăхсем туянаççĕ. Районта вак тата вăтам предпринимательлĕхпе ĕçлекен 801 субъект. Вĕсенчен 691-шĕ уйрăм предпринимательсем. Харпăр хăй ĕçне уçакансем йышланнă. Çак тапхăрта вĕсем район бюджетне 12 миллион тенкĕ налук хывнă. Докладчик ĕçсĕррисем çинчен те манмарĕ. Пĕлтĕр отчетлă тапхăрта 116 çын ĕçсĕр тăрса юлнă пулсан, кăçал 111 çын шутра тăрать. 32 çынна вĕренме янă, 4 çынна ĕç тупса панă. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа _ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли куна палăртассипе _ район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый чарăнса тăчĕ. Депутатсем пĕр шухăшлăн пулса хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли куна 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттермелли пирки палăртрĕç. Юлашкинчен депутатсене район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П.Иванов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2010-2012 çулсенчи программипе тĕплĕн паллаштарчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика