Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлỹ çурчĕсем хăтлă

24 июля 2010 г.

Пĕлỹ çурчĕсем хăтлă Шкулсене тĕрĕслеме тухса кайнă май тарăн шухăшласа илмесĕрех ачалăх вăхăчĕсем куç умне асамлăн та уççăн тухса тăраççĕ. Ирĕксĕрех хамăр шкулта вĕреннĕ вăхăтсене аса илетĕн. Çулсерен улшăнса, çĕнелсе, хитреленсе, пуянланса пыраççĕ пĕлỹ çурчĕсем. Вăтам пĕлỹ илес тесе кỹршĕ яла лỹшкесе çумăр çунă вăхăтра та, çĕр каçа хỹсе лартнă юра ашса йĕр туса пĕрин хыççăн тепри шкула васканине нихăçан та манаймăн. Е тата классем те хальхинчен чылай енĕпе тĕксĕмччĕ. Вăрăм коридор урайĕ сăрă курайман. Кашни класрах кăмака. Аслă классенче вĕреннĕ чухне котельнăй туса лартрĕç. Алсапа та лараттăмăр, пальтосене те сайра-хутра çеç хывнă. Саманине кура-ши стенасене тĕттĕм сăрăпа сăрланăччĕ? Хальхипе танлаштарсан епле тискеррĕн курăннă вĕсем. Вĕренекенсене яла пырса илсе автобуспа шкула турттарассине тĕлленме те пултарайман ун чухне. Пурнăç саккунĕнчен пăрăнаймăн: шав малалла талпăнаççĕ вĕренỹ учрежденийĕсем. Паянхи шкулсене кĕрсен чун хĕпĕртет, инçетренех илемлĕн курăнса ларнăран хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Чылайăшĕ тасалăхĕпе, хитрелĕхĕпе, хăтлăхĕпе Европа шайне çĕкленнĕ тесен те йăнăш мар. Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ И.Кузнецов ертсе пынă ушкăн Елчĕкри, Таяпа Энтринчи, Кĕçĕн Таяпари, Аслă Таяпари, Чăваш Тăрăмĕнчи, Тĕмерти, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Хăвăлçырмари шкулсенче, Елчĕкри "Солнышко" ача садĕнче пулса педагогсем чăннипех те ырми-канми ĕçленине, кашнийĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне хăть паян пуçлама хатĕррине курса ĕненчĕç. Юлашки çулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн сăрă лекмен классем пулнине астумастăп. Кăçал та çаплах, кашни шкулах классене çутă, коридорсене те çунман сăрăсемпе сăрланă. Пĕр вăхăт классене обойсем çыпăçтарасси ырă йăлана кĕнĕччĕ. Халĕ вара пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса, каялла сăрă çине куçнă. Кирек хăш шкулăн класĕсене пырса кĕрсен те чун хĕпĕртет, кашнийĕшĕ капăр та çутă. Классене куçа илĕртекен сăрăсемпе сăрланăранах туятăн, учительсен шухăш-кăмăлĕсем савăк, унчченхи пек, кăмăлсăррине курма тỹр килмерĕ. Шкул чысĕ умранах курăнать. Анчах Тĕмерсем темшĕн çакна шута илмеççĕ. Кашни çулах шкула кĕрекен алăк патĕнчи илемсĕрлĕх пирки асăрхаттараççĕ вĕсене, çапах та хăлхана чикесшĕн мар пулас. Комисси членĕсем информатика, физика, хими кабинечĕсене тата тĕплĕ тĕрĕсленĕрен Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан хими кабинетĕнче пĕр кăлтăк та тупаймарĕç. Ыттисенче пĕчĕк çитменлĕхсем пуррине палăртса хăварчĕç. Комисси йышĕнче Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наука работникĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз рескомĕн ĕç сыхлавĕн тĕп техник-инспекторĕ В.Лукшин пулни те тĕрĕс-левçĕсен ĕçне курăмлатрĕ. Венедикт Николаевич кăлтăксене çийĕнчех асăрханă май, вĕсене мĕнле пĕтермелли майсем çинче тĕплĕн чарăнса тăрса кирлĕ сĕнỹсем пачĕ. Шупашкар хăни район шкулĕсен ертỹçисем асăрхаттарса каланисене çийĕнчех пĕтерме ăнтăлнине, учительсем шкулсене илемлетме, çутатма ăста пулнине, шкулсенче вĕренме те, вĕрентме те мĕн пур услови пулнине, Комсомольски, Етĕрне районĕсенчи вĕренỹ учрежденийĕсенчен (иртнĕ çулсенче шăпах çав районсенче пулнăран) лайăх енчен уйрăлса тăнине палăртрĕ. Çавăн пекех Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн начальникĕн çумĕ А.Прохоров, çак шкулсенче пуçласа пулаканскер, вĕсенче санитарипе гигиена правилисене пăхăнма тăрăшнине палăртрĕ. Кỹршĕ районсенчи шкулсемпе танлаштарсан Елчĕксем пуяннине пытармарĕ. Унччентерех поварсене шыв ыйтăвĕ канăç паман пулсан, халĕ кашни шкултах вĕри шыв та пур, канализаци ĕçлет. Столовăйсем хальхи йышши оборудованипе пуянланнă. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех ачасене вĕри апат çитереççĕ. Коридорсенче вĕри тата сивĕ шыв ĕçмелли "Грейзерсем" лараççĕ. 16 пин тенкĕ тăракан оборудовани илсе лартнинчен те тĕлĕнме пăрахрăмăр та. Çапах та пур шкулсенче тенĕ пекех апат блокĕсене çирĕп йĕркене кĕртес енĕпе тимлемелли çинчен манмалла мар. Пахча çимĕç, аш-какай цехĕсем вырнаçмалли пỹлĕмсене склада çавăрнă тĕслĕхсем чылай. Çавăн пекех кашни шкулта тенĕ пекех çутă ламписене улăштармалла. Шкулсене "кăвак çулăмпа" ăшăтма пуçлани чăн-чăн ырлăх иккенне пурте туйса илтĕмĕр. Котельнăйсенче йĕрке хуçаланать. Районтисем çеç мар, Шупашкартан килекенсем те шкулсенчи котельнăйсен хăтлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймаççĕ. Пуринче тенĕ пекех вĕсенче чечексем ỹсеççĕ, тап-таса та çутă. Аслă Таяпари котельнăй вара пысăк пулнипе палăрать. Пустуй ăшăтса тăнине шута илсен ăна пĕчĕклетмеллине асăнчĕç. Кунтах электропăралуксене улăштарма вăхăт çитнĕ. Чечексем тенĕрен, шкулсен умĕсенчисемпе куçсене йăмăхтарса килекенччĕ тĕрĕслеврен. Кăçал вара, шăрăх çанталăк вĕсене те пиçĕхтерчĕ, ытлашши çурса тăраканнисенех тĕл пулма тивмерĕ. "Солнышко" ача садĕнче, Çирĕклĕ Шăхалĕнче "акăшсемпе" илемлетнĕ оранжерейăсем куçа илĕртеççĕ. Ача садне С.Долгов ăсталаса парнеленĕ пулсан, Çирĕклĕ Шăхальти И.Редьков завхоз та кĕнекере курнă ỹкерчĕке кĕске вăхăтрах туса хунă. Ĕмĕртенпех пулĕ пỹлĕмри чечексемпе пуян шкулсем. Коридорсенче те илемлĕ те пысăк савăтсемпе вырнаçтарасси ырă йăлана кĕчĕ, классенче те ятарлă чĕрĕ чечексен кĕтесĕсем нумай ỹссе ларчĕç. Анчах кашни чечек илемĕпе савăнтарманнине аса илтересшĕн. Кăçалхи комисси шкулсенче ачасемшĕн сиенлĕ чечексем ỹстернине палăртрĕ. Санитари йĕркисемпе 100 ытла чечек сиенлисен йышне кĕнĕ. Вĕсенчен паллăраххисем, шкулсенче çеç мар, килте те ỹстерекеннисем _ диффенбахия, молочай, олеандр. Спортзалсем пирки палăртмасăр иртес мар. Кĕçĕн Таяпара, Чăваш Тăрăмĕнче, Аслă Таяпара спорт залĕсене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Тĕмерте, Çирĕклĕ Шăхалĕнче вара ĕçлемеллисем пур-ха. Çакна палăртмалла: Тĕмерте, Аслă Таяпара физкультурник çукки ура хурать. Пĕр сăмахпа каласан, шкулсене хăтлă та илемлĕ тăвас тесе кунти кашни ĕçчен чунне парса ĕçлени яр уççăн курăнать. Отпускне те пăхмаççĕ вĕсем, каç пулнине те сисмеççĕ, шав юсаççĕ, тасатаççĕ. Паллах, ашшĕ-амăшĕ пулăшу аллине тăсни те савăнтарать. "Солнышко" ача сачĕн заведующийĕ Н.Степанова И.Егоров, А.Мисяков, А.Чернов спонсорсене тав тума та манмасть. Хулари садикрен пĕртте кая мар район центрĕнчи шăпăрлансен çурчĕ.  Сăн ỹкерчĕкре: "Солнышко" ача садĕнчи акăшсем патĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика