Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăха шанса ĕçлетпĕр

24 июля 2010 г.

Лайăха шанса ĕçлетпĕр Кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăк ял çыннин пурнăçĕ мĕнле йĕркеленесси çут çанталăкран нумай килнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çумăр çăвасса малалла кĕтнин усси çуккине ăнланса япăхрах çитĕннĕ лаптăксенчи тыр-пулран уйăх пуçламĕшĕнчен тытăнсах май пур таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăвармаллине ăнлантăмăр. Ĕçе кая юлмасăр тума ĕлкĕрни унран япăх мар пахалăхлă тырă сенажĕ хывса хăварма май пачĕ. Выльăх апачĕ те, çăкăр пекех, шутлă, хаклă кăçал. Хăш-пĕр лаптăксенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене выльăх апачĕ валли хывса хăварни пулнă тăкаксен виçине чакарма та пулăшрĕ, паллах. Çу пуçланнăранпа та çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи ỹкмен лару-тăрура та, уй-хирте тăрăшакансем канăçĕсене пĕлмесĕр тимленине пула, хĕл кунĕсенче фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çак вăхăтчен пурĕ 3037 тонна сенаж, 124 тонна утă хатĕрленĕ. Пытармалли çук, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, вăл чылай сахалрах, йышлă выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитмест. Çакна ăнланса кăçал улăма та пĕр пĕрчĕ сая ямастпăр, ăна пресласа рулонсене хыватпăр. Ĕне выльăхсене хура кĕркуннечченех ура айĕнчи йỹнĕ апатпа тăрантарнă пулсан, кăçал çакă та иккĕленỹллĕ. Тĕрĕссипе, халĕ хирте симĕс апат тăрса юлманпа пĕрех. Çĕр сийĕ кунран-кун типсе пырать. Пĕр сăмахпа, хальхи лару-тăрура ял çыннин мĕнле пулмаллине пĕлмелле мар. Паян-ыранах ĕне выльăхсене куккурус çулса çитерме тытăнатпăр. Юрать, пĕлнĕ пекех кăçал ăна унчченхинчен икĕ хут ытларах лаптăкра акса çитĕнтерме ăс çитертĕмĕр. Унсăрăн лару-тăру тата йывăртарах пулнă пулĕччĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче вырма ĕçĕсем те хĕрсех пыраççĕ. Тĕш тырă культурисене пурĕ 720 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле ĕç калăпĕшĕн 40 процентне яхăн пурнăçланă ĕнтĕ, çавна май, татăклăн мар пулин те, малтанхи пĕтĕмлетỹсене тума май пур. Иртнĕ çулсенче туса илнĕ тыррăн çуррине алла илсен те тем пекехчĕ тетпĕр. Çут çанталăк памасан çĕр ĕç культурисене туса илессинче агротехникăна тĕплĕн пăхăнса ĕçленин витĕмĕ те пысăк пулманнине тепĕр хутчен хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр мар-и? Тăпрара çителĕклĕ таран нỹрĕк пулнă пулсан ПР-2 репродукциллĕ чи лайăх вăрлăхпа усă курса акнă "Дударь" сортлă пăрçаран кашни гектар пуçне 17 центнер анчах тухăç илмелле марччĕ. Ытти культурăсене те пысăк тухăç шантаракан вăрлăхсемпе усă курса акнă, лаптăксене вăхăтра, кирлĕ таран минераллă удобренипе апатлантарнă пулин те пỹлмесенчи тырă иртнĕ çулхинчен чылай сахалрах пуласса пĕлсе тăратпăр. Вырма ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 4 комбайн хутшăнать. Унта хутшăнакан механизаторсем пурте пĕр çын пек, лару-тăрăва лайăх ăнланаççĕ, хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче пысăк тимлĕхпе тăрăшаççĕ. "Дон_1500" "уй-хир карапне" Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторне Владимир Анисимова çирĕплетсе панă. Ытти комбайнсем те шанчăклă çынсен аллисенче. Вĕсем: Валерий Андреев, Вячеслав Капламов, Сергей Андреев. Алексей Васильев, Вячеслав Порфирьев, Федор Теллин тата ыттисем те комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттараççĕ. Юлашки кунсенче хĕвел питтинче сывлăш температури 45-50 градуса çитнине пăхмасăр механизаторсем уй-хирти техникăна чăрмавсăр, кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ, йĕтемсенчи ĕç шавĕ те самантлăха та лăпланмасть. Ял çыннисен паян пурин те пĕр тĕллев: çăкăра епле пулсан та тăкаксăр пухса кĕртесчĕ. С.АРХИПОВА сăн ỹкерчĕ-кĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика