Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм

24 июля 2010 г.

Хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм Вăрçă çулĕсем. Нихăçан та асран тухас çук вĕсем... Тулли уйăх тавралăха сарă куçĕпе шăтарасла пăхать. Унта та кунта мĕлкесем курăнкалаççĕ, типĕ сивĕ çанталăк ỹт-пĕве витĕрех шăнтса ĕнтĕркеттерет. Ялтан икĕ çухрăмри йĕтем çинче хĕрарăмсен ушкăнĕ тĕршĕнсе тăрать, питĕ хытă шăннипе пĕр-пĕринпе тĕрткеленсе те илеççĕ мĕскĕнсем. _ Халĕ те килмеççĕ, мĕн туса тăраççĕ? _ урисене пĕр-пĕрин çумне шаккать Санюк. _ Ача-пăчана шансан, тыррине час пушатаймарĕç пулĕ ĕнтĕ. Вĕсене вĕрентсе ăс параканни Наçтук вĕсемпе пĕрле те-ха, _ калаçăва тăсать Мархва. _ Пурте шăнса кăвакарса кайрăмăр, Кçени, сан питỹ хĕп-хĕрлĕ, эсĕ шăннах пуль, _ тет Мархва. _ Шăннă, чăлха çăпата çумне çыпăçсах ларчĕ çав, _ хуравлать Кçени. _ Çакăнта кашкăрсем килсе тухсан мĕн тăватпăр? _ унталла-кунталла пăхкалать вун пиллĕкри Тарье. Пурте хăраса шавласа кайрĕç. Акă шăннă çĕр çийĕн урапасем кăлтăртатни илтĕнсе кайрĕ, малти лав çинче кашкăрсене хăратас тесе юрласа пыракан Наçтук сасси таçта çитиех янăрать. _ Атьăр, эпир те кашкăр пулса вĕсене хăратар, _ сĕнчĕ шỹт тума ăста Любук. _ Атьăр, атьăр, кăтартар-ха вĕсене пире вăрах кĕттернĕшĕн, шăнтнăшăн, _ хапăлах турĕç ыттисем те. _ Кçени, Санюк, эсир мала килĕр, эпир пысăк кашкăр пулатпăр, Натук, Мархва, эсир пĕчĕк кашкăр пулăр, _ ăнлантарчĕ малалла Любук, кашкăр пек утса кăтартса. Йĕтем çинчен йăраланса тухакан "кашкăрсене" курсан лавçă ачасем шари çухăрса ярса тилхеписене карт! туртрĕç. Аран-аран уткалакан лашасем вара ик уран тăрса ял еннелле çаврăнса тĕк татнă пек тапса сикрĕç. Наçтук, хытă хăранăскер, вăрçма-ятлаçма пуçларĕ. Лавсем каялла çаврăнсан "кашкăрсем" ура çине сиксе тăрса: _ Эпир кашкăр мар-а-ар! Эпир кашкăр ма-а-ар! Лартса кайăр-ха-а, _ тесе пĕр вăхăт хыçалтан чупрĕç пулин те, хăваласа çитеймерĕç вĕсене, кайран килнелле нăшăлтаткаласа çуранах утрĕç. Тепĕр ирхинене Наçтук çан-çурăмĕ вут пек пĕçернипе ĕçе те тухаймарĕ, виçĕ кунтан çеç ура çине тăчĕ. Лавçăна, Хĕветĕре те пульницана Елчĕкех илсе кайрĕç, эрнерен çеç сывалса килне таврăнчĕ арçын ача. Йĕтем хуралçи Петя, вăрçăра аллине таттарса таврăннăскер, ун хыççăн та хĕрарăмсенчен чылай вăхăт йĕкĕлтешрĕ. _ Кçени-кашкăр, тыт кĕреçỹне. Любук-кашкăр, ме кĕреплỹне. Наçтук-кашкăр, ав санăн шăпăру, _ тесе шỹтлерĕ. Кçени "кашкăр" пулнă каç килне çитсен пĕчĕк ывăлне хăй çумне пăчăртаса: _ Халь шăнни мĕн вăл, вăрçă пуçланас умĕнхи хĕлле Çтаппанпа пĕрле вăрман касма кайсан чăннипех шăннăччĕ. Киле вăрман шывĕ ансан çеç ячĕç ун чухне, килнĕ чухне сакăр çырма урлă çара уран каçма лекрĕ, епле шăнса пăсăлман пулĕ çавăн чухне, _ хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ хĕрарăм. _ Тавах Турра, мана çак ачана панăшăн, Çтаппанăн тĕпренчĕкĕ-çке вăл. Вăл пулман пулсан..._ тесе шухăшласа лăпкарĕ вăл ывăлне, çывăрса каяйманран пуçне тĕрлĕ шухăшсем пыра-пыра кĕчĕç: _ Эх! Хиварки тетесен Райси хăш вырăнта-ши халĕ, иртнĕ эрнере вĕсене фронта илсе кайрĕç. Хăйсем те пĕлмерĕç ăçта çити каяссине, тутăр вĕçтерсе салтак юрри юрласа çỹрерĕç виçĕ хĕр. Кçенин ашшĕсем те вĕсене хăнана илсе килчĕç. Вăхăт иртрĕ, вăрçă та чарăнчĕ. Çтаппан хыпарсăр çухални çинчен 1942 çулхинех хут килчĕ. Çĕр çĕклейми хуйха чăтса ирттерчĕ Кçени, апла пулин те хăйĕн ăшĕнче юратнă упăшки таврăнассăн туйăнса тăчĕ ăна. Хиварки тетĕшĕн ывăлĕ Петя авланать тесен питĕ савăнчĕ хĕрарăм. Ара, тăван хутшăнать-çке, йышпа пĕр-пĕрин патне хутлама та, тĕрлĕ ĕç тума та ансатрах. Ĕçлес енĕпе Кçени хăй те правур-ха. Кил-çуртне типтерлĕ тытать, ватă ашшĕпе амăшне, çамрăк ывăлне те пĕччен ĕçленипех тăрантарса пурăнать. Кçени кăнтăрла хире ĕçлеме çỹрет, каçхине вара тепĕр хĕрарăмпа пĕрле чăх фермине хурала тухать. Пурăнма пулать пек, анчах упăшки вăрçăра хыпарсăр çухалнăранпа чылай çул иртрĕ пулин те вăл унăн асĕнчен тухмасть. Лăпкă кăмăллăскер, виçеллĕ калаçаканскер, тен, чĕрĕ-сывах, юмăç та вăл вилмен тенĕччĕ-çке, _ ĕмĕтленет мăнтарăн хĕрарăмĕ. Çапла, пĕр çулхине кил урлă пурăнакан тăлăх хĕрсем патне вĕсен ашшĕн _ Арçукăн тăванĕ Машук аппăшĕ килнĕччĕ. Ăна курса Кçени те вĕсем патне пычĕ. Унти-кунти çинчен калаçкаласа ларнă хыççăн сăмах юмăç çине куçрĕ. "Ташмăшра хăватлă юмăç пур, теççĕ, пурне те пĕлет имĕш", _ тенĕччĕ Машук. _ Юмăçа кайса пăхсан мĕнле-ши, эсĕ пымастăн-и?, _ терĕ пĕринче Кçени хăйĕн çывăх тантăшне. Санюк хапăл тусах килĕшрĕ, унăн та упăшкинчен пĕр хыпар та çук-çке. Икĕ хĕрарăм пĕрер теçетке çăмарта илсе юмăç патне çул тытрĕç. Ялĕ инçе пулин те хĕвел çỹле хăпариччен çитсе черет йышăнчĕç. Вĕсен черечĕ çитнĕ çĕре кăнтăрла çитрĕ, юмăçăн выртса канмалла, терĕç. Тепĕр икĕ сехетрен юмăç пăхтарма Санюка чĕнсе кĕртрĕç, вăл йĕрсе тухнине курсан малтанласа Кçени те кĕрес, те кĕрес те мар, тесе шутласа илнĕччĕ. Пĕр килнĕскер, кĕресех терĕ. _ Санăн ватă аçупа аннỹ пур, аçу сывă мар, _ пуçларĕ сăмахне юмăç Кçенин ал тымарне тытса. _ Ывăл ача пур санăн, хапхăр умĕнче пусă пур. Шывĕ тутлă пулнăран пурте сирĕн пуссăра шыв ăсма çỹреççĕ, вĕсене эсир ан чарăр. Пĕр кил урлă виçĕ тăлăх хĕр пурăнаççĕ, эсир вĕсемпе килĕштеретĕр, малалла та çапла пурăнăр. Санăн упăшку çинчен пĕлессỹ килет. Вилмен çын вилĕ мар, авă, нимĕç самолечĕсем бомба пăрахаççĕ, Сталинград патĕнче куратăп эпĕ ăна, çапăçу пынă çĕрте. Халĕ кай, хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм, _ тесе пуçне пĕкрĕ юмăç. _ Çтаппан çинчен тĕрĕс каларĕ-ши? Ара, упăшки юлашки çырăвĕнче Нева шывĕ хĕрринче çапăçатпăр, тесе çырнăччĕ-çке, _ канăçсăрланчĕ хĕрарăм. Çав кунхинех каç пулипе килĕсене çитрĕç Кçенипе Санюк. Тепĕр кунне çутăличченех тырă вырма тухрĕç. Кăнтăрла тĕлнелле уй варрине çынсем пуçтарăннине курсан вĕсем те унталла пычĕç. Хир варринче юпа çулне комсомолецсем хăйсем кăларнă "Çиçĕм" хаçат çапса хунă иккен. Унта тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа Кçенипе Санюка ỹкерсе хунă, аллисене чашкăпа çăмарта тыттарнă хăйсене. Юмăçа кайнă айвансем, çавна пулах каçалăкĕсем хыçа тăрса юлнă, вĕсем çынна ĕлкĕрсе пыраймаççĕ тесе намăслантарнă. Нимĕн те каламарĕ Кçени, пуçне усрĕ те хăйĕн ани еннелле утрĕ. Вырчĕ те вырчĕ, ахаль те ывăнма пĕлменскер, паян тата сатур пулчĕ, ĕнер, паян вырнисене хăваласа çитсе иртсе те кайрĕ, каçалăкне çынсенчен маларах вĕçлерĕ. _ Петян туйĕ хăçан пулать-ши тесе калаçкаласа ларнă çĕре Хиварки тетĕшĕ килчĕ. _ Çитес эрнере хĕр килĕшетпĕр, туйпа çăнăхтине те çав эрнерех тăвасшăн. Эсĕ, Кçени, хамăр Лидяпа туй илме каятăн, сирĕнпе пĕрле Тăрăмри Валентин пырĕ, _ терĕ вăл. Турхан ялĕ çывăх мар. Кăтра пуçлă Валентин тилхепе тытса пырать, Кçенипе Лидя лав çинче шăкăл-шăкăл калаçкаласа пыраççĕ. _ Пирĕн Петян арăмĕ ятуллă-и? _ ыйтать Лидя. _ Эпĕ ăçтан пĕлем, авланаканни мар вĕт, _ терĕ те арçын урăх вакламарĕ. _ Çитсен курăпăр эппин, _ текелерĕç те сăмах-юмах çаптаркаласа хавас кăмăлпа яла пырса кĕчĕç. Турхан пысăк ял мар иккен. Урамĕсем сип-симĕс курăклă, тирпейлĕ, ял варринче витĕр курăнакан тарăн кỹлĕ пур. Хăтăш-тăхлачăш çурчĕ шăп çав кỹлĕ хĕрринче вырнаçнă, хуçисем ытармалла мар маттур тата. Сĕтел хушшине ларса пĕрер курка сăра та ĕçейменччĕ, туй халăхĕ пуçтарăнма пуçларĕ. Курма килнисем те йышлă, чỹречерен пуçĕсене чиксе пăхса тăраççĕ. Туй илме килекенсен юрласа-ташласа памалла, _ терĕç. Кçенипе Лидя вăтана-вăтана юрласа ячĕç, сассисем уçă хăйсен, хăтăшĕсене мухтаса, çав вăхăтрах вĕсен хĕрне, ашшĕ-амăшне пĕр-пĕринчен уйрăлнипе хĕрхенсе, чăваш хĕрарăмĕн йывăр шăпине аса илтерсе юрларĕç вĕсем. Авланаканнине мухтаса сăвăларĕç, çамрăк мăшăрăн пурнăçĕ ытлă-çитлĕ, килĕшỹллĕ пуласса шантарчĕç. Кçенипе Лидя çапла хитре юрланинчен пĕтĕм халăх тĕлĕнчĕ. _ Мĕнле сăвăлама пĕлеççĕ-ши, епле чаплă юрлаççĕ, _ сăмахларĕç куракансем те. _ Аппа, санăн питỹ çунса тухать, _ тет Лидя. _ Апла-тăк атя кỹлĕ хĕрне анса пит çуса кĕретпĕр. Пỹртрен тухса кỹлĕри шывпа пичĕсене çăваççĕ вĕсем, çăваççĕ те тата вăйлăрах хĕрелсе каяççĕ хăйсем. _ Мĕнле хитре-ха Кушкă хĕрĕсем! Çакна, çỹллĕрех саррине паянах вăрласа кайăттăм, _ тет пĕр каччă, Лидя çине кăтартса. _ Эпĕ вара хурине халех вăрласа кайăттăм, питĕ юратса пăрахрăм, _ терĕ тепри Кçени çине пăхса. _ Пирĕн аппа качча кайнă, унăн ачи те пур, сирĕлĕр кунтан, _ хыттăнах калать Лидя. Туй ялтан тухса кайичченех ăсатрĕ вĕсене ял халăхĕ. _ Атьăр, çав хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм юррисене юрлар-ха, _ тетчĕç хĕр упраçсем пĕрле пуçтарăнсан каярахри вăхăтра та. Туйран киле çитнĕ çĕре каç пулчĕ. Тĕттĕмре хăйсен пỹртĕнче хăй çутине курсан карт! сикрĕ Кçенин чĕри. _ Мĕн пулнă? _ саспах каласа хăварттăн утма пуçларĕ вăл. _ Аçупа тем пулчĕ, пусă патне тухрĕ те пỹрте аран упаленсе кĕчĕ, _ терĕ куçне шăлса амăшĕ. Ывăлĕ нăшăклатса тăнине курсан сывă мар ашшĕ çине пăхса ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Кçени. Мăшăрĕ Çтаппан аса килчĕ ăна, выçлă-тутлă пурăннă вăхăтсем, пĕччен çĕрне-кунне ĕçлесе те пурнăçа малалла яма йывăр пулни, тата çак инкек хурлантарчĕ çамрăк чуна. Туй курма пынă каччă каланă сăмахсем, темиçе çул каялла хăйне качча илес тесе пынă кỹршĕ ял çыннин сăмахĕсене аса илтерчĕç. _ Эпĕ сана хытă юрататăп, хăвна та, ачуна та ĕмĕрне те кỹрентермĕп, _ тенĕччĕ вăл. _ Халех хурав ан пар, тепĕр эрнерен килсен татăклă калăн, _ тесе тухса кайнăччĕ. Пĕр-икĕ кун иртсен çумăр çурĕ те пỹрте шыв анчĕ, Çтаппанăн стена çинче çакăнса тăракан пĕртен пĕр сăн ỹкерчĕкне те шыв тумламĕсем лекнĕ. Мăшăрĕ хурланса йĕнĕ пекех туйăнчĕ Кçение. Упăшкин сăн ỹкерчĕкне тытса: _ Ан йĕр, Çтаппан, ан йĕр, эпĕ сана нихăçан та никампа та улăштарма шутламан, ывăла чипер пăхса ỹстерессишĕн пĕтĕм вăй-хала парăп, Турă пулăштăрччĕ çеç, _ сăмах пачĕ вăл. Çапла хăйĕн ĕмĕрне пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн пурăнса ирттерчĕ Кçени. Çирĕм, вăтăр çул иртсен те упăшкине кĕтме пăрахмарĕ хăй. Ялан алăк уçăлса кайса юратнă Çтаппанĕ килсе кĕрес пек туйăнатчĕ. Пурнăç малалла шурĕ. Ывăлĕ çитĕнсе виçĕ çул хушши салтакра пулчĕ тата ултă çул аслă шкулта вĕренчĕ. Амăшне пăрахмарĕ вăл, пулăшсах тăчĕ, вĕренсе пĕтерсен яла килсе инженер-энергетик пулса ĕçлерĕ. Авланчĕ, ачисем çуралчĕç. Хăйĕн пĕтĕм юратуне Кçени мăнукĕсем çинче ячĕ. Ватăлса пычĕ пулсан та пĕр самант та ĕçсĕр лармарĕ хăй. Сакăр вун ултă çул тултарсан ватă çын пуç ыратнипе аптрама пуçларĕ, чиртен хăтăлма пулмарĕ çав. Хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм _ Ксения Мефодьевна Баринова пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ывăлĕн хĕрĕпе ывăлĕсем, кинĕ чунтан хурланса сасăпах ĕсĕклерĕç. Пуринчен ытларах пĕртен пĕр ывăлĕ хурланчĕ, туйăмĕсене пытарма хăнăхнăскер, хăйĕн ăшĕнче, сасă кăлармасăр ĕсĕклерĕ вăл. Амăшĕ хăйне пĕччен пăхса çитĕнтернине, çăкăрсăр ларнисене, аттеллĕ ачасем кỹрентернине, ашшĕне ялан кĕтнине, амăшпе пĕрле савăннă самантсене _ пурне те тепĕр хутчен аса илчĕ вăл. Ывăç тупанĕ çинче выртнă пек тупăкра выртакан типтер кĕлеткеллĕ амăшне чунран шеллерĕ, пурнăç саккунĕсене улăштарма çуккине ăнланса татăлса хуйхăрчĕ. Куç, куççулĕ, куççулĕ, Шур пит тăрăх ун çулĕ, Мĕншĕн тăрса лармастăн, Куççульĕне шăлмастăн. Кун, кун-çулĕ, кун-çулĕ Татăлчĕ вĕт ун çулĕ, Мĕншĕн сиксе тăмастăн, Ура ярса пусмастăн. Ачам, кинĕм, каçарăр Йĕрсе пăхса тăратăр, Йăтаймастăп аллăма, Уçаймастăп куçăма. Йывăр тăпру çăмăл пултăр санăн, Анне, Асанне, Хуняма.  Сăн ỹкерчĕкре: Ксения Мефодьевна Баринова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика