24 июля 2010 г.
Кашни этемĕн шăпи ăрасна. Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Албутов редакцие килсе хăй çинчен каласа парсан кашнийĕн çинчен пĕр кĕнеке çырма пулать тенине чăннипех çирĕплететĕн. Алексей Яковлевич 2004 çулта "Ракета так и не взлетела на Луну" кĕнеке пичетлесе кăларнă. Хăйĕн кун-çул историйĕпе паллаштарнă май икĕ çул "Уйăх дивизийĕнче" службăра тăнине, ракетăсене космоса вĕçме хатĕрленине çырса кăтартнă унта автор. Эх, пĕрре çеç килекен пурнăç, епле илĕртỹллĕ те асамлă, тĕлĕнтермĕш эс! Йышлă çемьере кун çути курнă Алексей. Çемьери улттăмĕш пепкине амăшĕ çут тĕнче кăтартма шутламан та иккен. Йывăр çын иккенне пĕлсенех тĕрлĕрен эмелсем ĕçнĕ, вăрман хатĕрлеме тухса кайса арçынсемпе тан пĕренесем йăтнă, михĕсем çĕкленĕ. Çапах та тĕвĕленнĕ çын "таткинчен" хăтăлайман хĕрарăм, чĕрĕ чун пурнăç курмах талпăннă. Унтан ашшĕ чăтайман: "Çуратмах тивет ку ачана, ытла та çутă пурнăç курас тесе ăнтăлать",_ тенĕ. Анчах та хырăмри пепкене нушалантарни ахаль иртмен, ытла та черченкĕ çуралнă арçын ача. Тăтăшах чирленĕ. Каярахпа ĕне çăвĕ ярса вĕретнĕ сĕт ĕçсех чир-чĕртен сывалнине пĕлтерет Алексей Яковлевич. Улăх тăрăх çарран чупни, çут çанталăкпа туслă пулни сывлăха çирĕплетме пулăшнине пытармасть вăл. Сăмах май каласан, 64 çулхи арçын паян та ялта çара уран çỹрет, сивĕ шывпа сапăнать. Хулана кайсан та утса çỹреме пĕлмест вăл, шав чупать. Кунне темиçе çĕре çитме ĕлкĕрет. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех ĕç çумне çыпçăннă арçын ача. Тăваттăмĕш класран ашшĕпе пĕрле комбайн çине ларса тĕш тырă вырнă. Виçĕ çултан иртсенех вулама вĕреннĕскер, пĕрле вĕренекенсем букварьпе паллашнă чухне Алексей парта айĕнче вăрттăн хулăн кĕнекесем "шĕкĕлченĕ". Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне "Евгений Онегинăн" чылай сыпăкне пăхмасăр пĕлнĕ. Кĕнеке вулама юратнă вăл. _ Пĕррехинче, пилĕк çулта чухне, манпа темле интереслĕ пулăм пулса иртрĕ. Те тĕлĕкре курăнчĕ вăл, те чăннипе, калама пултараймастăп. Картишне тухнă та эпĕ, куç илми çăлтăрсене сăнатăп. Çак самантра пĕр çăлтăрĕ, ыттисенчен çутăраххи, пысăкраххи манран виçĕ метрта анса ларчĕ. Вăл мана темле пысăк хăват парса хăварчĕ тейĕн. Эпĕ космос çинчен ĕмĕтленме пуçларăм,_ каласа парать редакци хăни. Алексей Яковлевич вун пĕр çулта чухне космоса пĕрремĕш искусствăлла спутник янă. Космос карапĕсемпе канăçнех çухатнă тĕттĕм чăваш ялĕнчи ача. Юрий Гагарина ăмсаннă та вăл. Хăйĕн те унта пулас килнĕ, анчах та ăнланнă, унта вăл нихăçан та вĕçсе каяймасть, сывлăхĕ çирĕп марри ура хурать. Ỹсерехпе те "Байконур" сăмах чĕлхе вĕçĕнчен кайман каччăн. Куç хỹрипе те пулсан космос карапĕсем вĕçтерекен çĕре çитсе килес килнĕ унăн. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Аслă Таяпари вăтам шкулта пĕлỹ пухать. Унтан мĕн пĕчĕкрен техникăна юратаканскер, Çĕрпỹри совхоз-техникумра вĕренет, вĕренсе пĕ-тернĕ хыççăн хăй ирĕкĕпе Совет Çарĕн ретне тăрать. Кунта ыттисем пек килтилле мар, пиччĕшĕн салтак тумне тăхăнса каять. Пулас салтаксем талăкĕ-талăкĕпе поездпа каяççĕ. Çул çинчех дипломлă çамрăка писарь пулма çирĕплетеççĕ. Унтан тахçан ĕмĕтленнĕ ĕмĕт _ "Байконур". Мунча кĕрсе тухнă хыççăн çар тумтирне тăхăнсанах хăйсемпе килнĕ эшелон начальникĕ Сухов майор А.Албутова, "Уйăх дивизийĕн" пĕрремĕш салтакĕ пулнипе саламланă. Йăрă та çивĕч чăваш каччи мунчаран та пĕрремĕш "тапса" тухнă-çке. _ Çакна илтсен хам хăлхасене шанмарăм. Нивушлĕ тĕлĕк мар ку? Эпĕ, пĕчĕк чăваш ялĕнчи йĕкĕт, ачаран ĕмĕтленнĕ çĕре çитрĕм-им? Тата чи кăсăкли: эпĕ çак дивизин пĕрремĕш салтакĕ. Мĕншĕн тĕлĕнмелле мар?_ каласа парать савăнăçне ниçта пытарайман ĕнерхи салтак аса илỹ çăмхине сỹтсе. Икĕ çул ракетăсем патĕнче "çăрăлать" А.Албутов. Алли маçтăр тин çеç механика вĕренсе тухнă каччăн. Салтак пурнăçне аса илсе темиçе сехет çеç мар, кунĕ-кунĕпе те каласа пама пултарать пулĕ ỹркенмен чăваш. Çапах та çакă интереслĕ: çулсем иртнĕçемĕн те çарти юлташĕсене, командирсене пĕрне те манман вăл. Маларах асăннă кĕнекере пурне те хушаматран аса илнĕ, сăн ỹкерчĕксем вырнаçтарнă. Шкулта чухнех Алеша сочинени çырма юратнă. Яланах тỹрех таса хут çине çырнă вăл. Вырăсла лайăх пĕлни курăнать. Салтакран таврăнсанах пурнăçланнă ĕмĕчĕпе çунатланнă каччă Шупашкарти промышленность управленийĕсенче, пĕрлешỹсенче тĕрлĕ специальноçпа вăй хунă. Кирек ăçта ĕçлесен те шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр каччă çитĕнтернĕ. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хăй çинчен пĕлтернĕ май, пурнăçри "хура пăнчăсене" те манса хăварасшăн мар вăл. _ Салтакран килсенех "симĕс çĕлен" ăшнех путнăччĕ эпĕ. Мĕнле вăй çитертĕм тулĕк _ çав чиртен хăтăлтăм. Халĕ эрех пачах ĕçместĕп. Ỹкĕнетĕп вун виçĕ çула пустуй çухатнăшăн,_ тет 64 çула хыçа хăварнă арçын. Алексей Яковлевич "Байконур" космодромĕн ветеранĕ, Чăваш Республикинчи космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçин çумĕ. Çавна май вăл районтан службăра пулнă юлташĕсене шырать. Тĕнче уçлăхне вĕçтерсе яракан старт комплексĕнче службăра тăнă ентешсене тупасшăн вăл. Вĕсем çинчен çырса хăварасшăн. Офицерсен "Байконур" пĕрлĕхне туса хунăранпа çитес çул 50 çул çитет. Кам та кам "Байконурта" службăра пулнă _ Алексей Албутов патне çыру çырма пултаратăр. Вăл çулла тăван ялĕнче пурăнать. Ăна ыйтсан кирек кам та ун тĕлне кăтартса ярать _ кил-çурчĕ умĕнче техника нумай. Ĕнерхи техник-механик тимĕр-тăмăрсăр пурăнаймасть. Тĕлĕкĕнче те вăл тепри туса кăларнă техникăна юсанине мар, хăй ăсталанă нихăçан путман пăрахутсем, нихăçан чăмман самолетсем курать. Интереслĕ шăпаллă арçын калаçăвне итлесе ларатăн та, тĕлĕнетĕн _ нимĕн те манман вăл иртнине. Компьютер тейĕн унăн пуçĕ. Вăр-вар та вашават çỹрекенскер, кашнине пулăшма тăрăшать, тавра курăмĕ те пысăк. Çамрăклăхĕ çинчен интереслĕ те вуланмалла çырса кăтартать автор. Кĕнеке пулас салтаксемшĕн пушшех интереслĕ. Салтак пурнăçĕн кашни саманчĕ асра юлнă ентешĕн асĕнче. Унта вăл космос наукин çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарать. Пĕр кĕнекине ентеш хаçат редакцине парнелесе хăварчĕ. Сăн ỹкерчĕкре: А.Албутов.