Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йỹççи ыйтăвĕ шухăшлаттарать

21 июля 2010 г.

Чи йỹнĕ эрехе те 200 тенкĕрен кая мар хакпа сутни бюджета пуянлатмассине çирĕплетсех пĕлтереççĕ Шут палатинчисем. Çавна май спиртăн акциз хакĕ вăйлă ỹсет те вăрттăн алкоголь кăларасси анлăрах сарăлать. Парламент эксперчĕсем спирт акцизĕн хакне пысăклатассине тĕпе хураççĕ-мĕн. Унăн пĕр литрĕ 2011 çулта 231 тенке çитмелле. Финанс министерствине çакă та сахал пек туйăнать иккен. Вăл ăна 330 тенке çитерме сĕнет. Акциз хакĕ ун чухне 2012 çулта 254-ран 490, 2013 çулта _ 650 тенке çити çĕкленмелле. Шут палатин аудиторĕ Сергей Агапцов Патшалăх Думин депутачĕсем ыйтнипе тишкерỹ тунă та хăйĕн çырăвĕнче çакна палăртнă: акциз хакĕ бюджета витĕм кỹмест. Вăл ĕнентернĕ тăрăх, 2007 çулта спирт вырнаçтарнинчен хыснана 8,2 милиард тенкĕ кĕнĕ пулсан, 2009 çулта _ 4,3 миллиард тенкĕ кăна. Çав тапхăрта акцизсен хакĕ 18 процент таран ỹснĕ. Эрех сутассипе те çавăн пекех. 25 градуслинчен хăватлăраххинчен 2007 çулта 66,4 миллиард тенкĕ, 2009 çулта 59 миллиард тенкĕ налук пухăннă. Çак хушăра акцизсен хакĕ 20 процент хăпарнă пулсан та. Эксперт çакна та систернĕ: асăннă тапхăрта спирт вырнаçтарасси те, эрех сутасси те палăрмаллах чакнă. Акцизсен хакне хăпартса яни эрехĕн уçă суту-илỹри хакне хăвăрт ỹстерсе ярать. Çавна май вăл сахалрах сутăнать. Мĕншĕн тесен, акцизсен хакне 330 тенке çитерсен те чи йỹнĕ çур литр эрех хальхи 89 тенкĕрен 145 тенке çитсе ларать. Экспертсен сĕнĕвĕпе, юлашки вăхăтра Росалкогольйĕркелỹ пуçарăвĕпе эрех 30 процента яхăн йỹнелнĕ. Хаксене татах ỹстерсен халăх ытларах суррогат _ темрен те хатĕрленĕ, шанчăксăр йỹççи ытларах ĕçме пуçлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика