Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен сыхланма май пур

21 июля 2010 г.

Енчен те ача автомашина айне кĕчĕ пулсан, паллах, кунта аслисем, воспитательсем тата водительсем айăплă. Ача ачах ĕнтĕ вăл, асăрхануллă пулмаллине темиçе хут асăрхаттарсан та çул çинче çỹреме хатĕр мар. Çапах та ачасем çине пырса кĕрессине чарса лартма пулатех! Паллах вăл водительсенчен килет. Çавăнпа та ачасем çул çинче куллен тăвакан йăнăшсене аса илтеретĕп: _ ача-пăча хăй умĕнчине çеç пăхать, пуçне унталла-кунталла çавăрса аяккинелле тинкермест; _ вĕсем хăрушлăх сиксе тухма пултарасси çинчен шухăшламаççĕ; _ ачасем çул урлă каçнă чухне пушшех чупаççĕ; _ кирек хăш вырăнтан та (ларакан машинăсем, тĕмсем хыçĕнчен, пĕр сăмахпа, курăнман вырăнсенчен) аяккинелле пăхмасăр чупса тухаççĕ. Çул çинчи правилăсем тăрăх, тротуар çинче роликсемпе тата скейтбордсемпе ярăнса çỹреме юрамасть. 14 çул тултарманнисен велосипедпа аслă çул çине тухма юраманнине те манар мар. Пурнăçра тепĕр майлă ỹкерчĕксемпе тĕл пулатăн. Скейтбордистпа роллер çирĕп мар, вĕсем часах ỹкме пултараççĕ. Çапах та çул çитмен ачасем трюксем тума юратнине пытараймăн. Велосипедистсем аварине кĕнĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика