Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ пулни - хамăршăн

21 июля 2010 г.

Тирпейлĕ пулни - хамăршăн Аслă Пăла Тимешри Октябрь, Сад, Целинная, Канаш, Ленин ячĕллĕ, Чкалов ячĕллĕ урамсенче пурăнакансем иртнĕ кунсенче хăйсен ирĕкĕпе урамсене тирпей-илем кĕртме тухрĕç. Сад ура-мĕнчи çырмара ирĕк памасăр уçнă свалка та ял сăн-сăпатне ярса ларатчĕ. Пĕрре ушкăнпа пуçтарăнса тухнипе усă курса çынсем ăна та тĕплĕн тасатрĕç. _ Малашне çырмана яланах таса тытăпăр. Тирпейлĕ пурăнни хамăршăн-çке,- терĕç вĕсем юлашкинчен пурте пĕр шухăшлăн. Урамсенче, çырмара пуçтарăннă тĕрлĕ ăпăр-тапăра районти свалкăна леçме "Победа" сахал яваплă юлташлăх ертỹçи Н.Головин транспорт уйăрса пачĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пурĕ 60 ытла çын хутшăннă. Территорие тирпей-илем кĕртес ĕç вĕçленнĕ хыççăн граждансен пухăвне йĕркелесе ирттернĕ. Унта тирпей-илем ыйтăвĕпе çыхăннă йĕркесене, санитари схемине пăхăнассине сỹтсе явнă. Сăн ỹкерчĕкре: Аслă Пăла Тимешре пурăнакансем ирĕк памасăр уçнă свалкăна тасатаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика