21 июля 2010 г.
Пĕчĕк ялсен кунне халалласа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕнче "Салам сана, тăван ял" уяв концерчĕ иртнĕ. Унта чăваш, вырăс эстрада юррисем чылайччен янăранă. Куракансем уйрăмах В.Архипов, О.Архипова, С.Краснов, О.Краснова, М.Ляленко, И.Максимова, П.Евстафьева, В.Евстафьева, К.Егорова юрланине хапăл туса йышăннă. Юлашкинчен хаваслă юрă-кĕвĕ ытамне путнăскерсем чăтса ларайман пулас, ташша тухнă.