21 июля 2010 г.
Район пуçлăхĕ Н.Миллин кашни эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен канашлура район пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Раççей Федерацийĕн патшалăх налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертỹçи В.Антонов район бюджетне укçа-тенкĕ кĕртмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Акă, сăмахран, çынсене хуласемпе ялсене транспорт хатĕрĕсемпе турттарасси аталанса пырать. Налук службинче ку енĕпе 24 уйрăм предприниматель "Газель" йышши, 16 уйрăм çын хăйсен çăмăл автомашинисемпе çынсене турттарма регистрациленнĕ. Анчах таксистсен ятарлă диспетчер службине пирĕн районта çеç йĕркелеменни шухăша ярать. Кỹршĕ Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче вăл яланах ăнăçлă ĕçлет. Канашлура ку енĕпе тумалли ĕçсене палăртса хăварчĕç. В.Антонов районта налуксемпе ытти тỹлевсене пухассипе район администрацийĕ ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче халĕ хĕрỹ тапхăр _ выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, вырма ĕçĕсене пуçăннă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере шăрăх çанталăка тỹсекенсене çумăр кăштах çуса "лăплантарнă". Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи хăш-пĕр ялсенче çумăрăн витĕмĕ палăрнă. Анчах ытти çĕрте çĕр нỹрĕк илеймен. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр, ял хуçалăхĕнче ĕçсем малалла пыраççĕ. Хальлĕхе 11 хуçалăхра вырмана пуçăннă. Утă, сенаж, ытти выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ. Тĕп тĕллев _ выльăхсен йышне сыхласа хăварасси. Çавăнпа хуçалăхсенче улăма тирпейлĕ пухмалла, рапс акма çĕр хатĕрлессине вĕçлемелле. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ П.Тремасов Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Вĕрентỹ, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учрежденисенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен 3 ушкăн утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче çула тухать. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ачасене пĕлỹпе воспитани паракан учрежденисен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Район прокурорĕ Н.Муллин, шалти ĕçсен пайĕн штабĕн ертỹçи А.Левый право сыхлавĕн органĕсен ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç.