17 июля 2010 г.
Район прокуратури пушар асăрхавĕн патшалăхăн районти тĕп инспекторне В.Михайлова явăçтарса халăх йышлă çỹрекен обьектсенчи пушар хăрушсăрлăхĕн законодательствине мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Хальхинче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче, Тăрăмри, Çĕнĕ Пăвари, Патреккелĕнчи культура çурчĕсенче, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕнче, Елчĕкри "Золотая Нива" кафере пултăмăр. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ: Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче, Тăрăмри культура çуртĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнине тупса палăртнă, çавна май çак учрежденисене вăхăтлăх ĕçлеме чарса протокол çырнă. Район прокуратури асăннă учрежденисен ячĕпе постановлени кăларса ĕçе суда ярса панă. Административлă йĕркесене пăснăшăн Елчĕк район сучĕ Елчĕкри культурăпа кану центрне 40 талăка, Тăрăмри культура çуртне 90 талăка ĕçлеме чарнă. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхалĕнчи кану центрĕнчи йĕркесĕрлĕхсемшĕн, административлă яваплăха туйманшăн ял тăрăхĕн пуçлăхне 1800 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.