Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашстата çырав бланкĕсем çитнĕ

17 июля 2010 г.

2010 çулхи Раççейри пĕтĕм халăх çыравĕ тĕлне "Гознак" ФПУПра 234 миллион çырав хучĕсен бланкне пичетлĕç. 19 пине яхăн çырав хутне пичетлесе Автономиллĕ Ямал-Ненец округне ака уйăхĕнчех янă. Унта çитме йывăр вырăнсенче çырав ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех иртнĕ. "Гознак" ФПУПа çырав хучĕсене пичетлеме В.Путин алă пуснă Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕ тăрăх шанса панă. 2002 çулхи халăх çыравĕнче те бланксене çак предприятирех пичетленĕ. "Гознакра" çĕнĕ йышши вăйлă оборудовани, квалификациллĕ кадрсем тата полиграфи продукцине кăларассинче пысăк опыт. Пахалăх, пысăк тираж, вăхăтлă хатĕрлесси енчен те нимĕнле чăрмав та пулмасть. Çырав бланкĕсем А4 форматлă, икĕ енчен пичетленĕ, шутлав машинисем вулама пултаракан хутсем пулĕç. Суя çырав бланкĕсем ан пулччăр тесе Гознак специалисчĕсем хỹтĕлев системиллĕ хут ĕçлесе кăларнă. Унта пĕрре çырса хунă информацие урăх улăштарма çук _ ăна хутăн ятарлă хими составĕ хỹтĕлет. Çак бланксене хатĕрленĕ чухнехи технологи хутсене электронлă сканировани тума, информацие ятарлă машинăсемпе вулама май парать. Бланксенче час типекен, çийĕнмен, тĕсне çухатман сăрăсемпе усă кураççĕ. Хутсем _ тĕрлĕ формăллă. Л форма _ Раççейре ялан пурăнакансем валли, В _ çĕр-шыв территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакансемшĕн, П _ çурт-йĕр пирки кăтарту пухмалли. Чăвашстата 2 миллиона яхăн (çакă 13 тонна) çырав бланкĕ илсе килнĕ те ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика