17 июля 2010 г.
"Никама та манман, нимĕн те манăçман" лозунг Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче çеç пĕлтерĕшлĕ мар, ытти чухне те хакне çухатмасть. Тĕслĕх вырăнне вăрçăра пуç хунă салтаксен тăванĕсем Калуга облаçĕнчи Жиздра районĕнчи Ослинки ялне çитсе курни те. Асăннă çул çỹрев пирки тăванĕсем тахçанах ĕмĕтленнĕ-тĕр, анчах вĕсен аш-шĕне е пиччĕшне ăçта пытарнине Оборона министерствин "Мемориал" проекчĕ тăрăх халĕ çеç тупма май килнĕ. Документсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн асăннă ялти тăванла масар çинче Канаш тата Елчĕк районĕсен салтакĕсем канăçлăх тупнă. Вĕсен йышĕнче Канашра пурăннă Аслă Таяпа çынни М.Е.Башков та пур. Пире, Чăваш Ен делегацине, влаçра ĕçлекенсем, çар комиссариачĕн представителĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç, Мемориал комплексне илсе кайрĕç. Чылай салтака медальонĕсем тăрăх палласа илме тỹр килнĕ, ыттисене "ятсăр" тесе палăртнă. Апла пулсан шырав вĕçленмен-ха. Эпир вĕçĕмсĕр çунакан çулăм патне чечек кăшăлĕсем хутăмăр, обелиск умне чăваш тăприне сапрăмăр.