17 июля 2010 г.
Мĕн авалтанах çемьере ывăл çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ăна ылтăнпа танлаштарнă, çĕр лаптăкĕ уйăрса панăшăн та чунтан хĕпĕртенĕ. Ваттисем вара "çĕнĕ кайăка" салтака юрăхлă пултăр тесе пехилленĕ. Юлашки вăхăтра яш-кĕрĕм çар службинчен пăрăнса юлас тени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кунта чи малтанах ашшĕ-амăшĕн йăнăшĕ те сисĕнет. Тĕпренчĕкĕсене салтак пăтти тутанассинчен вăйне-халне шеллемесĕр, пус çумне пус хушса çăмăллăх шыраççĕ. Мăн асаттесем çирĕм пилĕк çул салтак атти тăхăннă пулсан, паянхи яш-кĕрĕме хĕсмете çулталăка кайни те савăнтармасть имĕш. Мĕн шутлаççĕ-ха ватăсемпе çамрăксем çар службине тăрасси пирки. Каймалла çамрăкăн çара е çук? Василий Демьянович, 76 çулта: _ Салтак атти тăхăнасси _ кашни арçыннăн тивĕçĕ. Ĕлĕкренех çара кайма ят тухсан яш-кĕрĕм урам тăрăх çỹресе хурлăхлă юрă шăрантарнă, тăванĕсемпе сыв пуллашса аякри çула пуçтарăннă. Эпĕ хам виçĕ çул хушши Мускав облаçĕнчи Монино хулинче хĕсметре тăнă. Пĕрле лекнĕ чăваш ачисемпе вырăсла калаçма пачах пĕлместĕмĕрччĕ, вĕсемпе туслашса виçĕ çул хушшинче вырăс чĕлхине алла илтĕмĕр. Кỹршĕ ял ачипе пĕр чаçре, пĕр уйрăмра службăра тăни маншăн чи пысăк телей пулнине те пытармастăп. Çав çулсенче пирĕн туслăх ытларах та вăйланса тымар ячĕ. Хĕсметре чухне тата Патăрьел районĕнчи Сăкăт каччипе çывăх туслашрăм. Паянхи кун та пĕр-пĕрин патне час-часах хăнана çỹретпĕр. Ăна асăнмалăх карттус илсе пани те нихăçан та асран тухмасть. Паянхи кун пек астăватăп, мĕн тери хĕпĕртерĕ вăл уншăн! Паллах, çар ретне тăма çул çитнĕ çамрăксем службăран пăрăнса юлни кулянтарать. Тăван çĕр-шыва сыхласси _ арçыннăн тивĕçĕ. Пирĕн вăхăтра салтака каясран пăрăнас шухăш пулман та. Атте-аннепе, тус-юлташсемпе çыру хыççăн çыру çỹретнĕ. Лидия Григорьевна, 72 çулта: _ Мăшăр Латви çĕрĕ çинче виçĕ çул службăра тăнă. Пĕри те тепри çар ретне каймасан кам сыхă тăрĕ чикĕре, кам пире хỹтĕлĕ? Икĕ хĕрпе пилĕк ывăл çуратса ура çине тăратнă. Ывăлсем пурте салтака юрăхлă пулнишĕн савăнатăп. Нихăшĕ те пăлахая персе пăрăнса юлас шухăшлă пулман. Кашнинех тивĕçлĕ ăсатса ярса кĕтсе илнĕ. Кĕçĕннине çар ретне ăсатсан малтанхи виçĕ уйăхра хыпар килменни чылай кулянтарчĕ паллах. Ун чухне Чечня çĕрĕ çинче вăрçă кĕрлетчĕ, шăпах çавăнта лекме тỹр килнĕ те ĕнтĕ ăна. Тавах Турра, пурте тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç. Халĕ мăнуксем çар ретне тăма юрăхлă пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Дмитрий, 22 çулта: _ Хĕсмет вăхăчĕ _ пурнăçăн пĕр пайĕ. Салтак атти тăхăнма тивнишĕн шăпана пĕрре те ỹпкелеместĕп. Кайсассăнах, паллах, киле кăчăк туртатчĕ, вăхăт иртнĕçемĕн упа та ташлама вĕренет тенĕ пек, салтак пурнăçне те хăнăхса çитрĕм. Эпĕ Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче икĕ çул хушши хĕсметре тăнă. Мĕн пĕчĕкрен йытăсене юратнăран салтакра та хамăн кăмăл пулнăран Чак ятлă овчарка уйăрса пачĕç. Тăват ураллă тусăмпа ача шырама кайни те пулнă. Паллах, салтак пурнăçĕ чи малтанах пурăнма, çуралса ỹснĕ тăван кĕтесе упрама, çывăх çынсене юратма вĕрентет. Чаçре чăваш ачисем те чылаййăнччĕ, вĕсемпе тăван чĕлхепех сăмах вакланă. Икĕ çул хушшинче ытти халăх ачисемпе те чылай çывăх тăслашрăм, халĕ те интернет урлă тачă çыхăну тытатпăр, май пур таран пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăр. Пуçласа салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсене çапла сĕнес килет: чăн-чăн арçын пулас тесен çар ретне тăрассинчен ан пăрăнăр! Светлана, 20 çулта: _ Курмаллине курмалла тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Ят тухсан арçын тивĕçне пурнăçламаллах пулĕ тетĕп. Асанне калани яланах асра: "Пирĕн вăхăтра салтака кайман йĕкĕтсем çине пачах урăхла куçсемпе пăхатчĕç..." Халĕ кутăнла. Манăн тусăм та икĕ çул çар ретĕнче пулчĕ, пурнăç çине урăхла куçсемпе пăхни тỹрех сисĕнет. Хĕр упраçшăн салтак кĕтесси вара телей пулĕ тетĕп.