17 июля 2010 г.
Пурнăçне спорта халалланă В.Кудряшова районта пĕлмен çын сахал пулĕ. Елчĕк район ачисемпе çамрăкĕсене чылай çул спорта явăçтарса çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума пулăшса пынипе пĕрлех район, республика шайĕнче, регионсен хушшинче футбол, волейбол, çăмăл тата йывăр атлетика енĕпе иртекен тĕрлĕ ăмăртусене йĕркелес ĕçе активлă хутшăнать футбол тата йывăр атлетика спорчĕсен 1-мĕш категориллĕ судйи. 55 çула хыçа хăварнă пулсан та Вениамин Васильевич хăйне яш чухнехилле çăмăл тытать, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырса яланхиллех малтисен ретĕнче пыма ăнтăлать, кирек мĕнле лару-тăрура та шỹтлеме мехел çитерет. "Пурнăçра чи кирли _ хăвна-хăв шанни, пĕр тĕллеве пурнăçланă хыççăн тепĕр тĕллев патне ăнтăлни", _ тет тренер. Сăмахне тытма, çынна ăнланма, вăхăтра кирлĕ пулăшу пама пултарнăшăн хисеплеççĕ ăна воспитанникĕсемпе юлташĕсем. Елчĕкри Василий Гавриловичпа Изосима Тимофеевна Кудряшовсем виçĕ ачана _ Ольăна, Ларисăна тата Вениамина кун çути парнеленĕ. 1955 çулта тĕнчене килнĕ Вениамин уйрăмах ларса-тăма пĕлмен, çивĕч те йăрăскер, тĕрлĕ вăйăсемпе ăмăртусенче чи малтисен шутĕнче пулма тăрăшнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухса çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн каччă тỹрех Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне çул тытать. Кунта 5 çул пĕлỹ пухса физкультура учителĕн профессине алла илет йĕкĕт. "Çĕр-çĕр професси хушшинче мĕншĕн-ха шăпах çак профессие суйларăр?" _ ыйту çине Вениамин Васильевич шухăшлăн çапла хуравлать: _ Мĕншĕн тесен спорт _ манăн пĕтĕм пурнăç. Вăлах мана пурнăçăмри вырăна тупма пулăшрĕ. Спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă пулма вара мана районта чылай çул спорт комитечĕн председателĕнче тăрăшнă атте вĕрентрĕ. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, çирĕп сывлăхлă аслă пĕлỹллĕ специалиста тĕп хуламăрта тĕрлĕ ĕç сĕнеççĕ, çав шутран милици ретне те йыхравлаççĕ. Çапах та Вениамин чун суйланă ĕçре тăрăшса никама та мар, шăпах район çамрăкĕсене спорта явăçтарса çитĕнỹсем тума ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллеве мала хурса 1981 çулта района таврăнать вăл. Малтан пĕр çулталăк Курнавăш, унтан 23 çул Елчĕк шкулĕсенчи ачасене физкультура предметне вĕрентет. Халĕ 6 çул ытла Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче вăй хурать. Ĕçе малтанхи кунранах пысăк хавхаланупа пуçăнса ачасене хăй патне туртать çамрăк учитель, вĕсене спортăн çĕнĕрен те çĕнĕ енĕсене явăçтарма пуçлать. Вĕренекенсен аслă юлташĕ, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан, дисциплинăна пăхăнма хистекен преподаватель чи малтанах футбол, штанга, çăмăл атлетика, волейбол, баскетбол тата ытти вăйăсене аталантарнипе палăрать. Районăн çамрăк футболисчĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен спартакиадăсенче 3 хутчен çĕнтерỹçĕ пулса тăраççĕ. Районшăн пысăкран та пысăк çитĕнỹ пулнă ку. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче республикăра анлă аталаннă çуран туризмĕ, велотуризм, шыв туризмĕ вăйăсенче те Елчĕксем малти вырăнсене йышăнни кашнинех хавхалантарнă. Çак сахал мар çулсен хушшинче чылай ача республика шайĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусен çĕнтерỹçи ята тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче çăмăл атлетикăра палăрнă Андрей Кучков (Тỹскел), Сергей Щербаков (Елчĕк), шахмат вăййин ăмăртăвĕнче республика чемпионĕ ята тивĕçнĕ Екатерина Патшина тата ытти çĕр-çĕр ача. Çитĕнỹсем çăмăлпа килмен паллах. Хыçра _ тренерăн ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ, пысăк ăсталăхĕ, ачасен тăрăшулăхĕ. Вĕрентекен çитĕнĕвĕсене ертỹçĕсем асăрхамасăр иртмен, шкулта ĕçлеме пуçласанах 3 çултан В.Кудряшова Чăваш Республикин Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. Çак сумлă наградăна тепĕр икĕ çултан татах тивĕçнĕ вăл. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн, спортпа туслашма хăнăхтарса çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума пулăшнăшăн пултаруллă тренера Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви те Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе пĕрре анчах мар хавхалантарнă. Çапах та нихăçан та наградăна тивĕçес тĕллеве мала хурса пурăнман, ĕçлемен пултаруллă тренер. _ Маншăн пысăк награда _ воспитанниксен тав сăмахĕ. Чылай çул иртнĕ хыççăн та вĕренекенсем тав туни чуна ăшăтать, малалла хавхаланса ĕçлеме вăй хушать. Уйрăмах çар ретĕнчен таврăннă çамрăксем шкулта чухнех ỹт-пĕве пиçĕхтерни, тĕрлĕ тренировкăсенче тĕрекленни салтакра пысăк пулăшу панине хыпарлаççĕ, тав тăваççĕ, _ тет В.Кудряшов кăмăллăн. _ Физкультура предметне вĕрентекен Вениамин Васильевич класа кĕрсе тăни халĕ те асрах-ха. Чи малтанах баскетболпа волейбол вăййисене выляма хăнăхтарчĕ вăл пире, урока ятарлă спорт формисемпе çỹрессине йăлана кĕртрĕ. Класĕпех чăтăмсăррăн кĕтме пуçларăмăр çак урока. Пире спортпа туслашма пулăшнăшăн паянхи кун та тав тăватпăр ăна, _ тет чылай çул иртнĕ хыççăн унăн вĕренекенĕ пулнă Елчĕкри Михаил Нягин. Вениамин Васильевичăн мăшăрĕ Дария Павловна та ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парас ĕçе халалланă. Чылай çул музыка предметне ертсе пынă вăл, каярах кĕçĕн класри ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллашма пулăшнă. Кудряшовсем 3 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. В.Кудряшов паян 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак паллă кун ячĕпе Вениамин Васильевича çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра тата ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем сунаççĕ.