17 июля 2010 г.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхра тăрăшакан çĕр ĕçче-нĕсем вырма каçалăкне районта пĕрремĕш уçрĕç. Юн кун, Анатолий Алексеев механизатор КЗС_812 "Полесье" комбайнпа пăрçа çулма тухрĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче вырма ĕçĕсем кăçал та "çăмăл алăран" пуçланчĕç. Мĕншĕн тесен Анатолий иртнĕ çул та районта вырма чемпионĕ пулнăччĕ. Унччен маларах, кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр, ял хуçалăх предприятийĕнче фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хăварма та пултарчĕç. Кунта чи нумай апат хатĕрленĕ _ вăл хальхи вăхăтра пĕр условнăй выльăх пуçне 23 центнер ти-вĕçет. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула пăрçа культурине туса илессине юлашки çулсенче манăçа кăларса пычĕç. "Победăра" пачах тепĕр майлă, пăрçа _ белокпа пуян культура, çавна май вăл выльăхсемшĕн усăллă апат шутланнине тĕпе хурса кунта ăна çулсерен май пур таран ытларах лаптăкра туса илеççĕ, унăн сортне те çĕнетсех тăраççĕ. Хальхинче "Труженик" сортлă пăрçана 30 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ĕнер ăна пĕтĕм лаптăкран пухса кĕртнĕ. Çумăрсăр çанталăк условийĕнче те кашни гектартан 18 центнер тухăç алла илме пултарчĕç. Çур аки ĕçĕсене агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса йĕркелеймен пулсан, паллах, кăтарту çакăн чухлĕ пулайман пулĕччĕ. _ Каярах юлса çитĕннĕ лаптăкри ял хуçалăх культурисен 100 гектарĕ çинчен тĕш тырă сенажĕ хывнине шутламасан тырра пĕтĕмпе 500 гектар çинчен çапса тĕшĕлемелле. Ăна малтанхи каçалăксенчен мĕн чухлĕ пухса кĕртнине шутласан ял çынни тырăсăр юлмассине татăклăнах çи-рĕплетсе калама пултаратăп. Мĕншĕн тесен ытти культурăсенчен тата ытларах та тухăç илме шанăç пур,_ тет сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин. Ял хуçалăх предприятийĕнче вырма ĕçĕсене пурнăçлама икĕ комбайн хутшăнать. Маларах каланăччĕ, пĕри _ КЗС_812 "Полесье", тепри_ "Енисей_1200 М", ăна Николай Общинпа Валерий Курицын ĕçлеттереççĕ. Анатолий Алексеев пăрçа çапса тĕшĕленĕ вăхăтра Николай Общинпа Валерий Курицын урпа вырчĕç. Ун хыççăн харăсах икĕ комбайн ăна çапса тĕшĕлеме тытăнчĕ. Лаптăксенчи пĕтĕм улăма комбайнсем хыççăнах тĕплĕн пуçтарса преслаççĕ, рулонсене хываççĕ. Кăçалхи условире улăм та хаклă, паха апат вырăнĕнче пулĕ. Çапса тĕшĕленĕ тырра икĕ йĕтемре_Аслă Пăла Тимешре тата Исемпелте алласа тасатаççĕ, сортласа кĕлетсене кĕртеççĕ. Кунти ĕçсем те кал-кал, чăрмавсăр пулса иртеççĕ. Светлана АРХИПОВА. Сăн ỹкерчĕкре: Анатолий Алексеев комбайнерпа Василий Петров водительсен кăмăлĕсем уçă. Кăçалхи йывăр çул та, тавах Турра, çăкăрсăр юлманшăн епле савăнмăн!