Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр атлетика тата ачан аталанăвĕ

14 июля 2010 г.

Йывăр атлетика тата ачан аталанăвĕ Ачасене йывăр атлетикăна явăçтарнă чухне ашшĕ-амăшĕн ыйтусем сиксе тухаççĕ: "Ачасем инкек курмĕç-ши? Сывлăхĕ начарланмĕ-ши?". Ашшĕ-амăшех спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене "илĕртỹллисем" тата "илĕртỹсĕррисем" çине уйăраççĕ. Вĕсен шучĕпе, "илĕртỹллисен" шутне гимнастика, художествăлла гимнастика, пăр çинче фигурăсем туса ярăнасси, "илĕртỹсĕррисем" йышне штанга, кире пуканĕ йăтасси, бокс, тĕрлĕ мелсемпе кĕрешесси кĕрет имĕш. Çакăн пек шухăшсене йывăр атлетика енĕпе специализациленнĕ спорт шкулĕсенче занятисем мĕнле иртнине чухламан çынсем сараççĕ. Çакна асăрхаттарасшăн: спорт шкулĕсенче занятисене ятарлă никĕс çинче, ачасен организмĕн анатомипе физиологи уйрăмлăхĕсене шута илсе йĕркелеççĕ. Çавăн пекех унта тĕрлĕ вăйă, упражнени кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара пачах урăхла шухăшлать. Вĕсен шучĕпе, йывăр атлетика енĕпе специализациленнĕ спорт шкулĕсенче ачасене тăтăшах йывăр çĕклеттереççĕ-мĕн. Çакă пачах тĕрĕс мар. Спорт медицини тата опыт çирĕплетнĕ тăрăх, ачасене йывăр атлетикăна 9 çултах явăçтарма юрать. Анчах çакна чылай чухне ашшĕ-амăшĕ ăнланасшăнах мар. Çав вăхăтрах шкулсенче тимĕр-тăмăр пухмалли тапхăр вăхăтĕнче ачасем мĕкĕрленнине курмаççĕ. Çавăн пекех ялта пурăнакан 8-9 çулхи ача икшер витре шыв, ытамĕ-ытамĕпе вутă йăтни никама та хумхантармасть. Унсăр пуçне ачасем хăйсем тĕллĕн йывăр япаласем йăтнинче, пĕр чарăнмасăр 2-3 сехет футболла вылянинче те çитĕннисем сиен курмаççĕ. Анчах çамрăксене штанга секцине явăçтарас пирки сăмах пуçарсан çитĕннисем шикленеççĕ. Кунта пачах та кулянмалли мар _ ачасем ятарлă программăна алла илеççĕ, вĕсене тренер-преподавательсем асăрхасах тăраççĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, кăмăл пулсан, пурне те йышăнаççĕ. Вĕсем ăмăртусене хутшăнса тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ, çитĕнỹсем тăваççĕ.  Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ В.Ишмуратов йывăр атлетикăра тĕрлĕ çитĕнỹ тăвать. Ăна ашшĕн _ Раççей спорт мастерĕн М.Ишмуратовăн ырă тĕслĕхĕ хавхалантарать. А.КАРЛИН сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика