Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра, пахалăхпа

14 июля 2010 г.

Çанталăк шăрăх тата типĕ тăнине пула районта чрезвычайлă лару-тăру çирĕплетнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен хăш-пĕр лаптăкĕсенчен тухăç илесси пирки шанăç çуккине, çак ĕçе те кая юлмасăр, вăхăтлă пурнăçлама ĕлкĕрмеллине ăнланса ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсенчен сенаж хыврĕç. Çапла туни, пулнă тăкаксен виçине те кăштах та пулин чакарма пулăшать. Ку тĕлĕшри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас шутпа иртнĕ эрнере "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса куртăмăр. Кунта малтан пĕр çул ỹсекен курăкран пурĕ 1300 тонна сенаж хывнă. Ун хыççăнах вăхăта вăраха тăсмасăр тĕш тырăран сенаж хатĕрлеме тытăннă. Палăртнă кашни ĕçе кая юлмасăр пурнăçласа пыма май килни ытти тивĕçсене пурнăçлассинче те çăмăллăх кỹрет. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче вырмана хатĕрленсе юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ: йĕтемсене йĕркене кĕртеççĕ, тĕш тырра алласа сортлакан агрегатсене регулировка тăваççĕ. "Уй-хир карапĕсене" малтанах тĕплĕн юсанă, вĕсене ĕçлеттерме опытлă механизаторсене çирĕплетнĕ. Кивĕ Эйпеç бригадинче тĕш тырă упрамалли çĕнĕ склад туса пĕтернĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма ĕлкĕрнĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пĕтĕмĕшле илсен, тĕш тырă япăхах мар çитĕннĕ. Малтан шутланă тăрăх тухăç кашни гектартан 20-22 центнертан кая мар пулма кирлине çирĕплетеççĕ вырăнти специалистсем. Кăçал кунта 15 гектар çинче "Дударь" сортлă пăрçа çитĕнтернĕ, ПР-2 репродукциллĕ чи лайăх вăрлăхпа усă курнă. Ăна паян-ыранах çапса тĕшĕлеме тытăнмалла. Иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăкрах лаптăкра çитĕннĕ кукуруза та (пурĕ 174 гектар) шăрăх çанталăкри лару-тăрура ĕне выльăхсене симĕс апатпа тивĕçтерессинчи ыйтусене татса парассинче çăмăллăх кỹрет. Уйăх вĕçленнĕ тĕле ăна выльăхсене çулса çитерме тытăнаççĕ, хĕл кунĕсенче тăрантарма силоса хываççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика