14 июля 2010 г.
Вăраха тăсăлакан шăрăх çанталăк инкеклĕ çул пуласса систерет. Типĕ кун-çĕр пирĕн районти хирсене те хăрушлăхпа юнать. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх культурисене акнăранпа та çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи ỹкмерĕ. Тĕрĕссипе, типĕ çанталăк кĕркуннеренех пуçланчĕ. Çавна пула акса хăварнă кĕрхи культурăсем хĕл тапхăрне тỹссе ирттермелĕх вăй илсе юлаймарĕç. Иккĕмĕшĕнчен, хĕл пуçламăшĕнче юр çумасăр вăрах вăхăт сивĕ тăни те кĕр тыррисене хĕл каçма йывăр условисем кăларса тăратрĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков палăртнă тăрăх шăрăх çанталăк пысăк сиен кỹме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çумăр çуманнине пула ỹсен-тăрансен биологиллĕ аталанăвĕ чарăннă. Уй-хирти тыр-пул, выльăх апачлĕх культурăсен, çĕр улми лаптăкĕсем вăхăтсăр сархаяççĕ, типеççĕ. Хальхи вăхăтра 20 сантиметр çĕр сийĕнче нỹрĕк вуçех тăрса юлман. Пучах сарнă культурăсем çулçăсем сархайнă хыççăн урăх аталанаймаççĕ _ вĕсенче фотосинтез процесĕсем чарăнса лараççĕ. Çуркуннехи нỹрĕкпе усă курса тĕш тырра вăхăтра акса хăварма ĕлкĕрнĕ "Прогресс", "Эмметево", "Свобода", "Сатурн", "Клевер", "Победа", "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсенче лару-тăру аванрах, çавна май вĕсенче, тухăç пысăк пулаймасан та, тырăсăр юлмасса шанас килет. Çур аки ĕçĕсене кая юлса пурнăçланă "Звезда" ООО хирĕсенче пулса курсан чун ыратать, 1830 гектар çинче акса хăварнă тĕш тырă шăтса тухнă анчах _ вăл урăх аталанайман. Ял хуçалăх предприятийĕшĕн мĕн чухлĕ тăкак ! Çак вăхăт тĕлне районĕпе пĕтĕмпе акса хăварнă 19080 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен 5509 гектарĕ, 203 гектар çĕр улми, 45 гектар пахча çимĕç шăрăхпа сиенленнине палăртнă. Енчен те çывăх кунсенче çумăр çумасан сывă юлнă культурăсене упраса хăварасси те иккĕленỹллĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма апат хатĕрлес, вĕсене хальхи вăхăтра симĕс курăкпа тивĕçтерессинче те пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Пĕлнĕ пекех районĕпе иртнĕ çулхинчен икĕ хут ытларах лаптăкра кукуруза акса çитĕнтерни çăмăл мар лару-тăрура вăхăтлăх пулăшу кỹрет. "Прогресс", "Комбайн", "Родник", "Яманчурино", "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Урожай", "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕсенче ăна утă уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле ĕне выльăхсене çулса çитерме тытăнаççĕ, унран силос хываççĕ. "Уй-хир пикине" акса çитĕнтересси пирки малтан шухăшламан ял хуçалăх предприятийĕсене вара, пушшех, çак лару-тăрура çăмăл пулмасть. Вĕсем хĕллехи çинчен мар, çуллахи тапхăрта та ешĕл апатпа мĕнле тивĕçтересси çинчен шутлаççĕ. Ĕне выльăхсене çуллахи вăхăтра тăрантарма тесе уйăрнă пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсем çумăр çуманран типсе сархайнă, çакăн пек курăкăн пахалăхĕ те кирлĕ шайра мар. Çавна май сăвăм та чакать. "Хĕл тапхăрĕ валли утă-улăм, сенаж кăçал пĕтĕмпе кирлин 50 процентĕнчен ытла та пулаймĕ", _ теççĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем. Çанталăк çав тери шăрăх тата типĕ тăнине, çавна май ял хуçалăх культурисем çунса кайнине шута илсе район пуçлăхĕ Н.Миллин утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурасси пирки хушу çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе организацисемпе предприятисен ертỹçисене чрезвычайлă лару-тăрура сыхă пулма, пулнă тăкаксен виçисене чакармалли мероприятисен планне хатĕрлеме, йĕркелĕхе сыхлассине вăйлатма хушнă.