Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша пуласси тихаран паллă

10 июля 2010 г.

Лаша пуласси тихаран паллă Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ача-пăча шавĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче те лăпланмасть. Кунта Екатерина Яковлевна Кузьмина ертсе пынипе 1-мĕш класс ачисем тăван шкула ирсерен пулăшу пама васкаççĕ. Палăртнă график тăрăх ачасем ултă кун шкул таврашĕнче тĕрмешеççĕ: пахча çимĕçе çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, тирпейлĕхшĕн те çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Кунсăр пуçне кашниех килĕсенчен илсе килнĕ чечекĕсемпе те юлташĕсемпе пупленĕ пек сăмах ваклать, шăварать. _ Лаша пуласси тихаран паллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Диана Трофимова вĕренỹре те, ĕçре те хастаррисенчен пĕри, _ тет класс ертỹçи. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ушкăнри пуçлăха суйланă юлташĕсем. Çулĕпе çамрăк пулин те пĕр-пĕринпе туслă, пĕр çемьери пек пурăнма вĕрентет хĕр ача. Районта пулса иртнĕ "Поэзи çăлтăрĕ" конкурса хутшăнса виççĕмĕш степень диплома та тивĕç пулнă вăл. _ Диана юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулни ыттисене те вĕренỹре çунатлантарни тỹрех сисĕнет, _ терĕ Е.Кузьмина. Настя Каценеленбоген та "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Ытларах ỹкерме кăмăлланине те пытармарĕ вăл. Арçын ачасем те хĕр ачасенчен кая юлмаççĕ _ ташлама ăста пулни çинчен пĕр-пĕрне пỹле-пỹле пĕлтерчĕç. _ Ачасенче вара малашлăх пурри чуна савăнтарать, вĕсен çутă ĕмĕчĕсем пурăнма вăй-хал параççĕ, _ терĕ класс ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика