10 июля 2010 г.
Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕ Акчелĕнчи Гавриловсен, Кушкăри Ивановсен çемйисемшĕн нихăçан та асран тухмĕ. Çак кунхи уявра вĕсене РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева "Амăшĕн капиталĕн" сертификатне пачĕ. Акчелĕнчи Гавриловсем виççĕмĕш пепкине алла илнĕ. Аслисем ывăлсем пулсан, кĕçĕнни вара _ хĕр ача. Валентина Владимировна Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта географи, технологи предмечĕсене вĕрентет, унăн мăшăрĕ, Алексей Александрович, "Прогресс" акционерсен хупă обществинче тăрăшать. Виççĕмĕш пепкене алла илнĕ май вĕсене Елчĕк шкулĕнче ĕçлекенсем те саламларĕç.