07 июля 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çĕр-шыври халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе патшалăх коммуникаци программине пурнăçласа "Сывлăхлă Раççей" конкурс ирт-терет. Ăна Раççей Федерацийĕнче пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине йĕркелес тата ăна сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Конкурс пилĕк номинаципе иртет: "Лучший территориальный проект", "Лучший корпоративный проект", "Лучший молодежный проект", "Лучший медиа-проект", "Лучший интернет-проект, создающий сообщества, направленные на ведение здорового образа жизни". Конкурса регионти тата муниципалитетри влаçсем, корпорацисем тата ытти бизнес-организацисем, вĕрентỹ, медицина учрежденийĕсем, коммерциллĕ мар организацисем, общество пĕрлешĕвĕсем, граждансен пуçару ушкăнĕсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене 2010 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен, 18 сехетчен йышăнаççĕ. Вĕсене регистрацилесе конкурс сайчĕн заявкăсен электрон базине кĕртеççĕ. Жюри председателĕ _ Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Т.Голикова. Проектсене Интернетра йышăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ.