07 июля 2010 г.
Кашни çынна çул çитсен социаллă пулăшу парасси çинчен палăртнă Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 39 статйинче. Е тата 19 статьяра çапла çырнă: "Арçын е хĕрарăм пулнине, мĕнле раса, наци çыннине, чĕлхене, ăçта çуралнине, пурлăх е должность лару-тăрăвне, ăçта пурăннине, тĕне ĕненнине е ĕненменнине, ĕненỹлĕхе, общество пĕрлешĕвĕсенче тăнине е тăманнине, çавăн пекех ытти сăлтавсене пăхмасăрах патшалăх çын тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсен танлăхне гарантилет". 1934 çулта çуралнă Н.И.Егорован гражданла ĕçне пăхса тухнă хыççăн Конституцире палăртнă çак положенисене тĕпе хурса район сучĕ хĕрарăм Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕ çулсене ĕç стажне кĕртме ыйтса çырнă тавăçа тивĕçтернĕ. Документсем упранса юлманран хĕрарăм хăй 1942, 1943, 1944 çулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче ытти ачасемпе пĕрле Сталин ячĕллĕ колхоз уй-хирĕнче ĕçленине ниепле те çирĕплетсе пама пултарайман, çавна май район судне тавăç тăратнă. Хĕрарăмпа вăл вăхăтра пĕрле ĕçленĕ, "Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале тивĕçнĕ икĕ çыннăн кăтартăвĕ гражданкăн ыйтăвне тивĕçтерес ĕçре пысăк пулăшу панă.