07 июля 2010 г.
Кăçал çанталăк шăрăх тăнине пула пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çавна май пушар сỹнтерекен машинăна юсавлă тытса тăрасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен паянхи кун татса памалли çивĕчрен те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Мĕншĕн тесен "хĕрлĕ автан" алхаснă вăхăтра кашни минут шутра. Район центрĕнчен самай аякра вырнаçнă ялсемшĕн çак ыйту уйрăмах çивĕч. Федерацин 123 номерлĕ "Пушар хăрушсăрлăх требованийĕсем çинчен калакан техника регламенчĕ" Саккунĕнче палăртнă тăрăх, пушара сỹнтерекен машинăсен инкек пирки пĕлтернĕ хыççăн 20 минут хушшинче вырăна çитсе ĕлкĕрмелле. Çав вăхăтрах, йĕркере палăртнă тăрăх, пушара каякан водителĕн автомашина хăвăртлăхне сехетре 45 километртан ытла ирттерме юрамасть. Унсăрăн тепĕр инкек курма пулать. _ Çакăн евĕр хăвăртлăхпа Елчĕкрен Çирĕклĕ Шăхальне 20 минутра ниепле те çитсе ĕлкĕрме çук, _ çирĕплетсех калать Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин. Çавăнпа та ял тăрăхĕнче пушар хуралĕн уйрăмне йĕркелес, пушара сỹнтерекен машинăна хута ярса тата ăна юсавлă тытса инкек пулнă вырăна вăхăтлă çитме май туса парас ыйту тавра сахал мар пуç ватма тивнĕ ял тăрăхĕн администрацийĕпе кунти хуçалăхсен пуçлăхĕсен. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕсенче çак ыйтăва пĕрре анчах мар çĕкленĕ ертỹçĕсем. Халăх та асăннă ыйту çивĕчлĕхне, "хĕрлĕ автан" пурне те шар кăтартма пултарнине шута илсе пушар хурал уйрăмне тытса тăма кашни хуçалăхран çулталăка 150-шар тенкĕ укçа уйăрма килĕшнĕ. _ Пушар ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать _ çак инкек кирек кампа та пулма пултарать. Ятарлă пушар хурал уйрăмĕ тытса тăрсан машинăсем яланах юсавлă тăрĕç, водительсем те кирек хăш вăхăтра та ĕç вырăнĕнче пулĕç. Машинăсен юсавсăрлăхне пула тата водительсене вăхăтра шыраса тупма пулманран хăш та пĕр хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă тĕслĕхсем те пулчĕç, _ тухса калаçнă пухура Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ И.Левый. Çак кунсенче вара халăх вăйĕпе, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал уйрăмĕ (ертỹçи А.Кузнецов), ял тăрăхĕнчи ял хуçалăхăн 3 предприятийĕ пулăшса пынипе кунта асăннă пысăк ыйтăва татса пама май килнĕ. Чи малтанах "Эмметево" ОООри шутран кăларма хатĕрленĕ ЗИЛ-130 автомашинăна тĕпрен юсанă. Унта 61 пин тенкĕ тăкакланă. Пушар машинисем 2 тонна шыв анчах турттарма пултараççĕ пулсан, çак ятарласа юсанă автомашинăн цистернине 6 тонна шыв кĕрет. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи халăх вăйĕпе тытăнса тăракан пушар хурал уйрăмĕ "Эмметево" ООО гаражĕнче вырнаçнă (инкек пулас пулсан 64-3-74 телефонпа шăнкăравламалла). Ял тăрăхĕнчи виçĕ хуçалăхри _ "Труд" ЯХПКри, "Эмметево" ОООри, "АСК-Яльчики" агрофирмăри А.Н.Евстафьев, П.И.Лапшин, А.Н.Дмитриев водительсем уйрăмра ятарлă графикпа талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ. Водительсен ĕçне ансатлатас тĕллевпе çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ пушар хурал уйрăмне радиотелефон парнелерĕ. Çывăх вăхăтра вара пушар сỹнтерекен машина валли юхан шывсемпе пĕвесенчен пĕр чăрмавсăр шыв сăхтарма май паракан мотопомпа илсе парасшăн. Пушар хурал уйрăмĕ сыхлăхпа 7 яла (Тĕмер, Хăвăлçырма, Кỹлпуç, Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Элпуç, Кармал) тивĕçтерет. Тĕмерпе Хăвăлçырма ялĕсенче пушар сỹнтерекен пĕрер машина резервра тăнине те палăртать Л.Кошкин. Сăн ỹкерчĕкре: Л.Кошкин Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пушар хурал уйрăмĕн водителĕсене радиотелефон парнелет.