07 июля 2010 г.
Черетлĕ вĕренỹ çулĕ хыçа юлчĕ. Çуллахи каникул кунĕсем пуçланчĕç. Çак тапхăрта каччăсемпе хĕрсен канăвне усăллă ирттерес, вĕсене ĕçе хăнăхтарнипе пĕрлех кăштах укçа ĕçлесе илме май туса парас тĕлĕшпе пирĕн патшалăх учрежденийĕ тĕрлĕ майсем шырать. Эпир шкулсенче вĕренекенсене йывăр мар, вĕсен кăмăлне каякан ĕç тупса пама тăрăшатпăр, меллĕрех ĕç сĕнетпĕр: территорисене тасатмалла, тирпей-илем кĕртмелле, чечек лартмалла, шăвармалла, сĕтел-пукан юсамалла, кĕнекесене çыпăçтармалла, документсене йĕркене кĕртмелле, компьютерпа ĕçлемелле тата ытти те. Акă, 2007 çулта _ 482 ачана, 2008 çулта _ 464, иртнĕ çул вара 453 вĕренекене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, хуçалăх, шкулсен ертỹçисенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен ăшă сăмах сахал мар илтнĕ. Тепĕр тесен пылак шыв туянма мĕншĕн атте-аннерен укçа ыйтса чăрманмалла? Хал çитнĕ таран тăрăшма паян кашниех пултарать-çке. Саккунпа килĕшỹллĕн вара 14 çул тултарсан, алла Раççей гражданинĕн паспортне илсен ĕçе хутшăнма юрать. Кăçал пирĕн 454 ачана вăхăтлăх ĕçе явăçтармалла. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 385900 тенкĕ уйăраççĕ. Асăннă мероприятие эпир хĕл кунĕсенчех тытăнтăмăр. Ку таранччен 201 вĕренекене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр. Çул çитмен çамрăкăн тỹлевĕ икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне предприяти чи пĕчĕк виçеллĕ шалăва тата вăй хунă вăхăта кура парать, теприне _ центр, 850 тенкĕрен кая мар, 1275 тенкĕрен мала мар. Ку вара _ чăн-чăн укçа, шкул ачи хăй тăрăшнипе ĕçлесе илнĕскер. Çул çитмен граждансен ĕçе вырнаçас тесен пирĕн центрта шута тăмалла, персонификаци учечĕн карточкине йĕркелемелле; вăхăтлăх ĕç вырăнне янине çирĕплетекен хут илмелле; ĕç параканпа вăхăтлăх килĕшỹ тумалла. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма çак документсем кирлĕ: паспорт е çурални çинчен свидетельство; сывлăх пирки медицина справки; 14 çул тултарнисен, анчах 15 çула çитменнисен _ ашшĕ-амăшĕ е опекăпа попечительлĕх органĕсем ĕçлеме ирĕк панине çырса пĕлтерни; патшалăх пенси страхлавĕн свидетельстви (пур пулсан). Пĕрремĕш хут вырнаçтаракансене асăннă документа илме ĕç паракан пулăшать. Енчен те эсир тулли информаци илес тетĕр тĕк, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инспекторĕсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлме пултаратăр.